Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пурнăçне Тăван çĕршыва халалланă

Пурнăçне Тăван çĕршыва халалланă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, совет çар пуçĕ Михаил Яковлев генерал-лейтенант çуралнăранпа кăçалхи июнĕн 5-мĕшĕнче 101 çул çитет. Михаил Яковлевич пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршыва халалланă. Львоври пехота училищин курсантĕнчен пуçласа СССР Генеральнăй штабĕн Çар академийĕн кафедра пуçлăхĕн çумне çитнĕ. Унăн ĕç кĕнекинче çырнă должноçсем: Хĕрлĕ ялавлă Туркестан çар округĕн оперативлă управленийĕн начальникĕ, Вăтам Азири çар округĕн штаб начальникĕн çумĕ, Германири Совет çарĕсен штабĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕ, СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Генеральнăй штабĕн оперативлă тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ. Паттăрăн кун-çулĕпе унăн хĕрĕ Лариса Михайловна Иншакова паллаштарать.

Ачалăх, вĕренÿ
Манăн атте, Михаил Яковлевич Яковлев, 1921 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче Сивçырма ялĕнче çуралнă. 1932 çулта ялти тăватă класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ те 5-мĕш класа Вăрăмпуç шкулне кайнă. Кашни кун ирлĕ-каçлă ултă çухрăм çуран утнă. Кайран Хурамалта (вун икĕ çухрăмра) вунă класс вĕренсе тухнă. Шкул хыççăн 1938 çулта Шупашкара ял хуçалăх институтне кайса кĕнĕ.
1939 çулта тĕнчери лару-тăру çивĕчленсе çитнипе совет правительстви аслă шкулсенче вĕренекен студентсене çара илме хушу кăларнă. Çавăн пек çамрăксен йышĕнче манăн атте те пулнă. Институтра пĕр çул вĕреннĕ хыççăн аттене салтака илнĕ, Львоври пехота училищине вĕренме янă. Виçĕ хулара вĕренме тивнĕ аттен: малтан Львовра, 1940 çулхи июнь уйăхĕнче училищĕне Житомир облаçĕнчи Овруч хулине куçарнă, çав çулах хĕлле — Кирова (малтанхи Вятка хулине). 1941 çулхи майра Оборона наркомĕн приказĕпе курсантсене лейтенант званийĕ, должность, командир тумĕ панă. Училищĕри пĕрремĕш кăларăм вăрçă тути-масине пирвайхи кунсенчех астивнĕ. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш выпускри ачасене пурне те хĕвел анăç енчи чикĕ округĕсене янă.

Вăрçă пуçланни
Атте çакăн пек аса илетчĕ: «Оборона наркомĕ пире лейтенант званийĕ тата должноçсем парасси çинчен калакан приказа 1941 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче алă пуснă. Июнĕн 13-мĕшĕнче эпĕ тепĕр икĕ лейтенантпа пĕрле служба вырăнне _ Каменец Подольскине тухса кайрăм. Икĕ чарăну тума тиврĕ, Мускавра тата Киевра. Палăртнă вырăна июнĕн 17-мĕшĕнче тин çитрĕмĕр. Вăрçă пуçланиччен икĕ кун маларах пирĕн 164-мĕш стрелковăй дивизи, мана шăпах унта ячĕç, Прут юхан шывĕнчен виçĕ çухрăмра позици йышăнма приказ илчĕ. Пирĕн дивизи Патшалăх чиккине сыхлакан çарсен йышĕн-че тăнă. Вăрçă пуçламăшĕ маншăн çав тери йывăр та хăрушă пулчĕ. Румынсем минометран персе пулемет расчетне тĕп турĕç. Пилĕк салтакран пĕри кăна чĕрĕ юлчĕ. Вилнĕ ачасен сăнĕ темиçе кун куç умĕнчен каймарĕ…» Ман аттешĕн, Михаил Яковлевшăн, вăрçă çакăн пек пуçланнă.

Вăрçă
«1941 çулхи июнь вĕçĕнче Могилев Подольскине, патшалăхăн кивĕ чикки таранах, чакма приказ пачĕç. Мурованные Куриловцы поселокĕнчен хĕвел анăçнерех оборона йышăнтăмăр. Пурте çакăнта хаяр çапăçусем пулаççĕ те 1-2 уйăхран вăрçă чарăнать тесе шутланă. Çук çав. Каллех чакма приказ параççĕ. Первомайскран кăнтăрарах, Вознесенскран çурçĕререх, Южный Буг юхан шывĕн хĕвел анăç çыранĕнче вырнаçрăмăр». 1941 çулхи августра атте аманнă, ăна санитари поез- чĕпе Красный Лиман хулине ăсатнă. Госпитальтен сывалса тухсан 21-мĕш Çарăн саппасри 76-мĕш çар полкне, каярахпа — чикĕ çарĕсен 8-мĕш дивизине полк разведротин командирĕ пулма янă.
1942 çулхи июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче йывăр çапăçусем хыççăн 8-мĕш дивизи Дон юхан шывĕ патне çити чакнă, кунта оборона йышăннă. Дон шывĕ урлă ишсе каçнă. Дивизи Бутурлиновкăран çурçĕ- ререх вырнаçнă, кун пек Серафимович таврашне куçма пулăшу илме май пулнă. Çак вăхăтра 21-мĕш Çар Воронеж фрончĕн тытăмне кĕнĕ, Серафимович районĕнче — Сталинград фронтне.
«1942 çулхи сентябрь вĕçĕнче пирĕн 21-мĕш Çара Дон фронтне пачĕç. Çак самантран вара Сталинград патĕнче контрнаступление хатĕрленме пуçларăмăр. Пирĕн дивизи Клецкая районĕнче йĕркеленнĕ ударлă группировка тытăмĕнче пулнă. 1942 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче ирхине наступлени пуçланчĕ. Ку вăхăтра эпĕ Автоматчиксен ротин командирĕччĕ. 1942 çулхи декабрьте хамăн пĕрремĕш наградăна — Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илтĕм. Кунпа пĕрлех мана капитан званийĕ те пачĕç.
Пирĕн 21-мĕш Çар Мамаев курганĕ çине чи малтан хăпарнисенчен пĕри. 1943 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче эпир кунта 62-мĕш Çарпа тĕл пултăмăр, февралĕн 2-мĕшĕнче тăшмана çапса аркатрăмăр. Пирĕн дивизи Гварди 52-мĕш çарĕ, пирĕн полк — Гварди 151-мĕш стрелковăй полк, 21-мĕш çар Гварди 6-мĕш çар пулса тăчĕç», — тесе çырнă атте аса илĕвĕсенче.
Михаил Яковлевич 1943 çулхи август уйăхĕнче Богодухово патĕнче иккĕмĕш хут аманнă. Дивизин санитари батальонĕнче сипленнĕ. «1943-1944 çулхи хĕлле Невельтен кăнтăрарах тăтăмăр. Хĕл вĕçнелле фашистсене Городокран (Витебск çывăхĕнче) тасатма май килчĕ. Белоруссие ирĕке кăларассипе йĕркеленĕ «Багратион» операцире эпĕ хам должноçрах пулнă, анчах та майор званипе. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсĕр пуçне «За боевые заслуги», «За оборону Сталинграда» медальсемпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степень орденĕпе наградăларĕç.
Пирĕн стрелковăй дивизи вăрçă çулĕпе Балтика тăрăхне çитрĕ. Шауляй районĕнче кĕркунне-хĕлле ку тăрăхри республикăсене тăшманран тасатас тесе çапăçрăмăр», — тенĕ атте.

Вăрçă хыççăн
Вăрçа аттен 29-мĕш дивизин оперативлă уйрăмĕн начальникĕн должноçĕнче майор званипе вĕçленĕ. М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академине вĕренме кĕме рапорт çырнă. Экзаменсене тытнă хыççăн 1945 çулхи ноябрьте вĕренме пуçланă. Академи хыççăн малтан, 1948 çулта, атте Совет Çарĕсен йышĕнче Германире службăра тăнă, унтан — Воронеж округĕнче.
1954-1956 çулсенче Генеральнăй штабăн академийĕнче вĕреннĕ, унтан Тип çĕр çарĕсен Тĕп штабĕн оперативлă управленийĕн аслă офицерĕнче ĕçлеме пуçланă, çулталăкран начальник çумĕн должноçне йышăннă. 1963 çулхи кĕркунне Германири Совет çарĕсен штабĕн начальникĕн пĕрремĕш çумне лартнă. Ун хыççăн та яваплă должноç чылай пулнă. 1974 çулта ăна генерал-лейтенант званине панă. 1977-1987 çулсенче Генеральнăй штабăн академийĕнче стратеги кафедрин начальникĕн çумĕ пулнă. Çак тапхăрта ăна Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1-мĕш степень орденĕсемпе иккĕмĕш хут наградăланă. 1987 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче вăл саппаса тухнă.
Атте 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ăна кунцево масарĕнче 9-мĕш çар участокĕнче пытарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *