Вторник, 16 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хула çум поезчĕсем халĕ Калиновка ялĕнче те чарăнаççĕ

Хула çум поезчĕсем халĕ Калиновка ялĕнче те чарăнаççĕ

Нумаях пулмасть «Канаш — Шупашкар — Канаш» поезд маршручĕ çине çĕнĕлĕх кĕртнĕ, халĕ вăл Калиновка ялĕ патĕнче те чарăнать. Чарăнăва вырăнта пурăнакансем ыйтнипе йĕркеленĕ.

Калиновка ялĕ Атнаш ял тăрăхне кĕрет. Унта 230 çын пурăнать. Вăл Канаш хулинчен 17 çухрăмра вырнаçнă. Асăннă яла общество транспорчĕ çÿремест. Çынсем хуларан е хулана хăйсен автомашинисемпе, чарса лартакансемпе тата Атнаш ялĕ таран çитекен автобуспа çÿренĕ. Çул хĕррине анса юлсан тата виçĕ километр çуран утнă.

«Пирĕн ял çумĕпе чугун çул иртет. Ун тăрăх хула çум поезчĕсем тăтăшах çула тухаççĕ. Вĕсем Калиновка ялĕ çумĕнчен иртсе каякан вăхăт пирĕншĕн (ирхине те, каç кÿлĕм те) питĕ меллĕ. Пирĕн ял çумĕнче те поезда мĕншĕн чарас мар-ха текен шухăш пуçра тĕвĕленчĕ. Çак ыйтупа Раççей чугун çулĕсем патне тухрăм. Ун çине çийĕнчех «сасă» пачĕç. Чугун çул ĕçченĕсем халăхпа тĕл пулу йĕркелерĕç, чарăну пĕлтерĕшне сÿтсе яврĕç. Çурла уйăхĕнче пире кăсăклантаракан ыйтăва татса пама пултарчĕç», — каласа пачĕ Калиновка ялĕнче пурăнакан Юрий Васильев.

Юрий Паульевич пĕлтернĕ тăрăх, чарăну вырăнĕнче пассажирсене анса юлмалли платформа вырнаçтарнă, саксем, информаци стенчĕ тата урнăсем пур. Çакна çирĕплетсе вăл сăн ÿкерчĕксем те ярса пачĕ.

«Поезд пирĕн ял çумĕнчи чарăну вырăнĕнчен текех çил пек вĕçтерсе иртмест ĕнтĕ. Унпа манăн хĕр халĕ Канаш хулине кайса çÿрет. Питĕ меллĕ. Эпĕ халĕ вăл çул çинче чухне шикленместĕп, çакă ашшĕ-амăшĕшĕн — чи пĕлтерĕшли. Раççей чугун çулĕсен ертÿçисене тата çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшнă кашни çыннах (сăмах май «Канаш ен хаçат редакцийĕ те айккинче юлман) пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн пуçару хамăр пурнăçа çăмăллатма май пани малашлăха ыррине шанса пăхма хистĕ», — шухăшне уçăмлатрĕ ял хастарĕ.

Канаш хулинчен поезд ирхине 3 сехет те 51 минутра тухать, Калиновка ялне 4 иртни 22 минутра çитет. Шупашкар хулинче вăл 6 сехет те 15 минутра пулать. Каялла Чăваш Ен тĕп хулинчен поезд 7 сехет те 16 минутра тухать, Калиновкăра 9 сехет те 15 минутра чăранать, Канаша 9 сехет 49 минутра çитет.

Тепĕр хула çум проезчĕ Канашран 14 сехет те 40 минутра тухать, Калиновка ялĕн чарăнăвне 15 сехет те 11 минутра çитет, Шупашкар хулинче 17 сехет те 05 минутра пулать. Каялла каç кÿлĕм 18 сехет те 40 минутра тапранать, Калиновкăра 20 сехет те 32 минутра чарăнса илнĕ хыççăн Канаш хулине 21 сехет те 07 минутра çитет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *