Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче кукурузăна кăçал 231 гектар çинче çитĕнтернĕ. Халĕ ăна çĕр ĕçченĕсем вырма тытăннă та ĕнтĕ. Паянхи кун тĕлне сĕтеклĕ апата 220 гектар çинче пуçтарса илнĕ, симĕс массăран 4200 тонна силос янтăланă.
Силоса «курган» мелĕпе хываççĕ, выльăх апачĕ пахалăхне чылайччен упратăр тесе консервантсем хушаççĕ. Кукурузăна Иван Ефимов «Дон-680» ятарлă комбайнпа пуçтарса вĕтетет, симĕс массăна Александр Константиновпа Всеволод Николаев «Камаз» автомашинăсемпе турттарса тăраççĕ. Силос шăтăкĕнче пулас силоса Валерий Константинов погрузчикпе таптаттарса пусăрăнтарать.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан хуçалăхра улăма сая ямаççĕ, пресласа урана хываççĕ. Апат единицине 30 центнертан кая мар хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех хуçалăх ĕçченĕсем çĕре пулас тухăç валли кăпкалатсах пыраççĕ.