Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Чăваш туйĕ кĕрленĕ

Чăваш туйĕ кĕрленĕ

Нумаях пулмасть Тури Юнтапапа Атнаш ялĕнче пурăнакансем туслăх кĕперне хыврĕç. Асăннă ялсенче чăн-чăн чăваш туйĕ кĕрлерĕ.

Иртнĕ канмалли кун Тури Юнтапари Дмитрий Федоров Атнашри Анастасия Семеновăпа çемье чăмăртарĕ. Çамрăксем пурнăç сукмакĕпе пĕр-пĕрне савса, алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса утма сăмах пачĕç.

Асăннă ялсенче чăн-чăн чăваш туйĕ кĕрлерĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса каччă тата хĕрĕ енчен хăна-вĕрлене савăнтарма та, ырă тĕслĕх кăтартма та пултарчĕç. Кунта Федоровсемпе Семеновсен тÿпине палăртса хăвармалла.

Ашшĕ-амăшĕ икĕ енчен те çамрăк мăшăра чăваш йăли-йĕркипе пил пачĕç. Туй илемне Мăкăр ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ тата та капăрлатрĕ. Вĕсем чăваш юрри-такмакĕпе туй халăхне савăнтарса хавхалантарчĕç, аякран килнĕ хăнасене тĕлĕнтерчĕç.

Çамрăк мăшăра чăваш тумĕпе Анаткас Татмăш ялĕнче пурăнакан Алена Владимирова тивĕçтернĕ. Вăл — çĕвĕ тата тĕрĕ ăсти. Илемлĕх хатĕрĕсене те хăйех ăсталать. Федоровсемпе Семеновсен çемйисем пултаруллă ал ĕç ăстине капăр туй ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

Алиса НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code