Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Районта çĕнĕ поликлиника пулĕ

Районта çĕнĕ поликлиника пулĕ

Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕ туллин пурнăçланса пырать. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн кăçал Шăхасан салинче çĕнĕ поликлиника çурчĕ тума тытăннă. Ăна район çыннисем тахçантанпах кĕтнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ялта пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси.

Хальхи вăхăтра район çыннисене йышăнакан поликлиникăна 1954 çулта тунă. Ĕлĕк унта районти ĕç тăвакан комитет вырнаçнă пулнă. Паян вăл СанПин ыйтăвĕсене тивĕçтереймест, больница комплексĕпе поликлиника хушши 620 метр. Çынсене пĕр корпусран тепĕр корпуса куçса çÿреме меллĕ мар. Лаптăксем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме çителĕксĕр.

Пулас çĕнĕ çурт хальхипе танлаштарсан анлă та пысăк, проектпа тăватă хутлă, «П» саспалли евĕр пулĕ. Путвал та пăхса хăварнă. Поликлиника çуртне хальхи корпуспа çыхăнтарĕç. Унта 35 пин ытла çын медпулăшу илĕ, пĕр сменăра 500-е яхăн çынна йышăнĕç.

Подряд организацийĕ ĕçе 2024 çулхи чÿк уйăхĕнче вĕçлĕ. Поликлиникăн строительство хакĕ 543 млн тенкĕпе танлашĕ.

Строительство утă уйăхĕн вĕçĕнче пуçланнă. Хатĕрлев ĕçĕсене пурне те пурнăçланă. Тĕпрен илсен, геодези ĕçĕсене вĕçленĕ, çурт-йĕрĕн хальхи кивĕ сечĕсене демонтаж туса çĕнетнĕ. Объекта вăхăтлăх çуртсемпе, электроснабженипе, шывпа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех котлован чавас ĕçе те вĕçленĕ. Халĕ ĕçлекенсем никĕс хывма пуçланă.

Çĕнĕ поликлиникăра çакăн пек подразделенисем тума палăртнă: малтан йышăнмалли тата пăхса тухмалли пÿлĕмсен ушкăнĕ, луч (рентген) диагностика пÿлĕмĕсен блокĕ, педиатри тата терапи уйрăмĕсем, клиникăпа диагностика лабораторийĕ, сиплевпе диагностика кабинечĕсен блокĕ, тухтăр-инфекционист йышăнакан пÿлĕм, хирурги кабинечĕсен блокĕ. Ачасемпе аслă ÿсĕмри çынсем валли кĕмелли уйрăм алăк та проектланă.

Çĕнĕ поликлиника тума пуçлани çинчен пĕлтерекен хыпар Канаш районĕнче пурăнакан халăха савăнтарнă. «Хальхи вăхăтра пĕр-пĕр тухтăр патне лекес тесен пĕр çуртран тепĕр çурта куçса чăрмав тÿсме тивет. Çĕнĕ поликлиникăра тухтăрсен уйрăмĕсем пурте пĕр вырăнта пулĕç. Ку пациентсемшĕн питĕ меллĕ», – палăртрĕ районта пурăнакан Роза Крючкова.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *