Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Йывăр пулсан та ÿпкелешмен

Йывăр пулсан та ÿпкелешмен

Юбилярсене киле пырса саламласси пирĕн районта çирĕп йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Çĕнĕ Пинер ялĕнче пурăнакан Матрена Васильева хăйĕн 90-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Çак паллă пулăмпа тыл ĕçченне Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Лазарев, тĕп эксперт специалист Светлана Димитриева тата Энтриялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Пинер» фольклор ансамблĕ саламланă.

Хăнасем юбиляра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткине панă, асăнмалăх парнесем тата чечек çыххи парнеленĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей тата килĕшÿпе тату суннă. Пултарулăх ушкăнĕ чăваш халăх юррисене шăрантарнă, такмак каласа юрланă, ташăпа савăнтарнă.

Матрена Васильевна 1932 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Пинер ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Вăрçă çулĕсенче ал вăйĕ çитменнипе колхозри йывăр ĕçе хĕрарăмсемпе пĕрле ачасен те пурнăçлама тивнĕ. Вĕсем бригадăра тăрăшнă, фермăра выльăх пăхнă, йывăр пулсан та ÿпкелешсе ларман, Аслă Çĕнтерĕве вăй çитернĕ таран тылра çывхартнă.

Мăшăрĕпе Сергей Петровичпа вĕсем виçĕ ача (Николай, Василий тата Ольга) çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Матрена Васильевна 19 çул пĕччен пурăнать, ултă мăнукĕпе тата 2 кĕçĕн мăнукĕпе чунне йăпатать.

Ачалăхăн йывăр çулĕсем Матрена Васильевнана хуçайман, вăл халĕ те тăн-тăн çÿрет, ăс-тăнĕ çивĕч. Кил хушшинчи çăмăл ĕçе пурнăçлать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *