Воскресенье, 25 сентября, 2022
Главная > Публикации > Хăвăрт утакансем ăмăртăва йышлăн пуçтарăнчĕç

Хăвăрт утакансем ăмăртăва йышлăн пуçтарăнчĕç

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шелттемре СССР спорт мастерĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Вячеслав Красновăн ятне асра тытса хăвăрт утассипе ăмăрту иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ — республикăра хă-вăрт утакансен спортне çĕнетесси, ăсталăхне аталантарасси, çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарасси, пулас спортсменсене тупса палăртасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Елена Мардарьева, ăмăртусен тĕп партнерĕ — «Пионер» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Николай Николаев, СССР спорт мастерĕсем, пĕтĕм тĕнчери Универсиада тата Тĕнче кубокĕн ертÿçи, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александра Деверинская, олимп чемпионĕн Елена Николевăн пĕрремĕш тренерĕ Николай Васильев, 1978 çулта Çĕнĕ Шелттем шкулĕнчен вĕренсе тухнă СССР спорт мастерĕ Л. Алексеева, Вячеслав Красновăн тăванĕсем тата ытти хисеплĕ хăнасем уçнă.

Тухса калаçакансем республикăри çăмăл атлетика аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ Вячеслав Краснов спорт министрĕнче ĕçленĕ вăхăтра çÿллĕ шая çĕкленнине палăртнă. Çав çулсенче хăвăрт утакансем пысăк шайри ăмăртусенче Чăваш Ен сумне чыслăн хÿтĕленĕ. Чăвашсен ячĕ Олимпиадăсенче те янăранă. Çав чемпионсем халĕ Вячеслав Максимовичăн ĕçне тивĕçлипе малалла тăсаççĕ.

Раççей тата Чăваш Гимнĕсем янăранă хыççăн çăмăл атлетсем хăйсен ÿсĕмĕнчи ушкăнсенче йышлăн старта тухнă. Ăмăртăва хутшăнакан кашни спортсменăн çĕнтерес килнĕ, вĕсем финиша хăвăртрах утса çитес тесе пĕтĕм вăйне хунă. Ăмăрту пынă тапхăрта утакансен тренерĕсем тата хавхалантарса тăраканĕсем юнашар пулнă. Çакă, паллах, ăмăртăва хутшăнакансемшĕн — питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк спортсменсем хыççăн старта аслă ÿсĕмрисем тухнă.

Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем, медальсем тата хаклă парнесем парса чысланă. Амăртăва «Пионер» агрофирмăра тата «Мелилотус» кооперативра тăрăшакансем те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code