Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Чупакансем пысăк хавхаланупа старта тухнă

Чупакансем пысăк хавхаланупа старта тухнă

Шăматкун Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта «Наци кросĕ» иртнĕ. Ăна шкул ачисен спартакиади шучĕпе йĕркеленĕ. Спорт уявне уçнă май район пуçлăхĕ Сергей Шерне тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов пурне те спортпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине тытса пырса çирĕп сывлăхлă пулма, ăмăртура пысăк çитĕнÿсене тивĕçме суннă.

Чупу пуçланас умĕн çĕнĕ ГТО лапамĕнче спортсменсем разминка тунă. Çавăн пекех нумаях пулмасть Çĕнĕ Шелттемре сумлă ентешĕмĕр Вячеслав Красновăн ятне асра тытса ирттернĕ спорт мероприятийĕн çĕнтерÿçисене парнесем парса чысланă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кросс VIP-чупупа — дистанци 400 метр уçăлнă. Унта район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, учрежденисемпе организацисен ертÿçисем, депутатсем, ветерансем, ĕç коллективĕсем тата хăнасем хутшăннă.

Çанталăк çумăрлă пулнă пулин те чупакансем пысăк хавхаланупа старта тухнă. Йышпа чупса кăмăла çĕклесси, харпăр хăйне савăнăç парнелес туйăм пысăкрах пулнă. Шкул ачисем çĕнтерессишĕн çав тери хавхаланса чупнă.

Кашни дистанцирех мала тухнă атлетсене диплом, медаль тата парне парса савăнтарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code