Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Купăста тухăçĕпе савăнтарать

Купăста тухăçĕпе савăнтарать

Уй-хир кунран-кун пушансах пырать. Ял хуçалăх ĕçченĕсем вырмана вĕçленĕ, çитĕнтернĕ пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр çухатусăр пуçтарса кĕртнĕ.

Çĕр ĕçченĕсем техника культурисене те планпа пăхнин 100 процентне пуçтарса илнĕ. Кăçал рапс уйĕсем — 2152 гектар, горчица — 1413 гектар, донник — 35 гектар, йĕтĕн — 40 гектар йышăннă пулнă.

Районта çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлессипе те çине тăрса тимлеççĕ. Пулас тухăçшăн тăрăшса кĕрхисене акаççĕ, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе 5100 гектар çинче пурнăçланă. Çĕртме сухине 8690 гектар çинче тунă.

Пахча çимĕçпе пирĕн районта Шпаков тата Семенов фермерсем ĕçлеççĕ. Олег Васильевич кăçал купăстана 6 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Нумаях пулмасть çĕнĕ тухăçпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Валерий Долгов паллашрĕç, купăста кăçал ăнса пулнине палăртрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code