Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Ача сасси пулсан ял пурăнать, унăн малашлăхĕ пурри те курăнать

Ача сасси пулсан ял пурăнать, унăн малашлăхĕ пурри те курăнать

Шкулта вĕреннĕ çулсенче кашни чĕрĕк вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Ара, хаваслă каникул пуçланать-вĕт. Вĕренÿрен каннă хушăра темиçе кунлăха та пулин хулара пурăнакан тăвансем патне çитсе килме тăрăшаттăмăрах.

Хулари ярăнчăксем илĕртетчĕç

Ялта ÿснĕ май хулари çуртсен картишĕсенче тата кану паркĕнче вырнаçтарнă ярăнчăксем хăйсем патне уйрăмах кăчăк туртатчĕç. Ача-пăча валли ятарласа йĕркеленĕ лапамра хулара çитĕнекен аппа-пиччепе куна питех те хаваслăн ирттереттĕмĕр. Киле таврăнсассăн чăнласах та тунсăх пусатчĕ.

Ялта вĕтĕр-шакăра выляса вăхăт ирттерме ятарласа уйăрнă вырăн çукчĕ. Тантăшсемпе ăçта пуçтарăнассине хамăр палăртаттăмăр. Аслăрах ÿсĕмрисем вылянă, хушăран-хушă пире те явăçтарнă вăйăсенче ăсталăха туптаттăмăр. Улăх-çаранта мечĕк хăваланă е тытмалла вылянă чухне хулари ярăнчăксем çав-çавах аса килетчĕç. Мĕншĕн пире, ял ачисене, çакнашкал хатĕрпе тивĕçтермеççĕ текен шухăш патне пырса тухаттăмăрах…

Ялта та ăсталас шухăш çуралчĕ

Ÿссе çитĕнсен хамăр ялта та шăпăрлансене выляса йăпанмалли вырăн йĕркелес шухăш çуралчĕ. Пирĕн çурт урамсен хĕресленĕвĕнче вырнаçнă, пăралук хĕрринче ача-пăча лапамĕ шăпах меллĕ вырнаçса ларассăн туйăнчĕ. Кĕске вăхăтра хам вăйпа ăсталаса тĕрлĕ ярăнчăк тухса лартрăм, çатан карта çине тăм чÿлмексем ÿпĕнтертĕм. Унтах çил вăйĕпе хускалакан хатĕрсемпе юмахри сăнарсем те хăйсен вырăнне тупрĕç. Ачасене юпа çинчен тухатмăш карчăкĕ сăнатчĕ, аслă çулпа килекенсене виçĕ пуçлă аçтаха кĕтсе илетчĕ тата ытти те.

Ял çамрăкĕсем çакнашкал çĕнĕлĕхе хаваспах йышăнчĕç. Иртен пуçласа мĕн каçчен кĕшĕлтететчĕç. Анчах та хаклама пĕлменни кăмăла хуçрĕ. Кашни эрне вĕçĕнче хуларан яла таврăннă май сиен кÿнĕ е пачах та юрăхсăра кăларнă вăйă хатĕрĕсене асăрхама пуçларăм. Малтанхи вăхăтра юсаса тăтăм, ачасем-вĕт.

Ачасем çул урлă вырнаçнă лавккана мороженăй, канфет-печени туянма чупни лапам сăнне латран ячĕ. Пылак çимĕç хучĕсене шăпăрлансем ăçта ларса çинĕ çавăнтах вăркăнтаратчĕç. Çÿп-çапа пĕр вырăна хумашкăн витре те тухса лартнăччĕ, пулăшмарĕ. Пĕр кунхине витрене çатан карта çинчи тăм чÿлмексен ванчăкĕсемпе чăп тултарнине çеç асăрхарăм. Кĕркунне ярăнчăксене хĕллехи управа илсе кĕнĕ хыççăн çуркунне урăх кăларас темерĕм.

Пĕрлехи ĕçĕн сумĕпе хисепĕ пысăк

Ачасем хăйсене мĕншĕн çакнашкал ирсĕр тытнине ниепле те ăнкăраймарăм. Вĕсемшĕн тăрăшатăп-çке. Вырăнти пуçару бюджетне йĕркелесе яракансем çак тĕллевлĕ ĕç патне питех те пĕлсе пынине пусăм тусах палăртса хăварас килет. Вăрттăнлăх мар, енчен те пĕр-пĕр ĕçе пурнăçланă чухне хăв хутшăнсан е кĕсьерен укçа-тенкĕ кăларсан япалан сумĕпе хисепĕ палăрмаллах ÿсет. Унăн ĕмĕрне тăсас, туслă йышпа тунă ĕçе кам та пулсан сиен кÿме пырсассăн ăна асăрхаттарас туйăм çуралать. Вăл пĕрлехи харпăрлăх евĕр курăнать-çке.

Ачасен воспитанине витĕм кÿрет

Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе воспитани тĕлĕшĕпе витĕмлĕрех ĕçлет, ача килти çын вăйĕпе тунă хатĕре сайра хутра ватма пултарĕ. Ют çыннăнне уясси вара чылайăшĕн иккĕмĕш вырăнта. Ку пулăма шăпах хам çинче туйса илтĕм те.

Ялсенчи вырăнти пуçару мелĕпе вырнаçтарса пыракан ача-пăча лапамĕсен ĕмĕрĕ вăрăм пуласси иккĕ- лентермест. Унта вылякан шăпăрлансем пĕчĕк пулин те ашшĕ-амăшĕ укçа-тенкĕ пуçтарса панине аван пĕлеççĕ. Çавна май ярăнчăксем çинче хăйсене урăхларах тытаççĕ, пĕрлехи пурлăха сиен кÿресрен тытăнса тăраççĕ.

Ниме бюджечĕ ĕçлеме пуçланăранпа ача-пăча лапамĕсене районти чылай ялта асăрхама пулать. Енчен те малтанхи вăхăтра вĕсем шутлă кăна пулнă пулсан, халĕ хăш-пĕр ял тăрăхĕнче ярăнчăксем ялсен темиçе урам сăнне те илем кÿреççĕ. Лайăххипе ырри халăх хушшинче сарăлса вăй илни чăнласах пĕлтерĕшлĕ.

Инкеке сирсе яма пулăшаççĕ

Ялсенче шăпăрлансене ятарлă вырăна пуçтарăнса выляма майсем туса пани вĕсен хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă. Лапамра ачасем яланах аслисен куçĕ умĕнче, ун пек чухне вĕсем шăрпăкпа выляссинчен, шыв хĕррине каяссинчен тата ытти инкек кÿме пултаракан пулăмран тытăнса тăрĕç. Инкекĕ чăнласах та куçа курăнса килмест, кунашкал профилактика синкерлĕ тĕс- лĕхсене сирессе шанса тăратпăр.

Иртнĕ çулта вырăнти пуçару мелĕ-пе ача пăча лапамĕсене Вăтапуç, Çеçпĕл, Хучел тата Янкăлч ял тăрăхĕсенче пурăнакансем йĕркелеме кăмăл тунă. Кăçал илемлĕ ярăнчăксене Вырăскас Пикших, Аслă Мами, Асхва, Çĕнĕ Мами, Анаткас тата Çĕнĕ Юнтапа ялĕсен урамĕсенче вырнаçтарĕç.

Ялта ача сасси пулсан вăл пурăнать, унăн малашлăхĕ пурри те палăрать. Çавăнпа шăпăрлансен ачалăхне çуралнă тăрăхра хаваслă ирттерессишĕн тăрăшар, ÿссен вĕсем ялтах юлассине шанар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *