Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Йывăçсем çула юр хÿсе каясран хÿтĕлĕç

Йывăçсем çула юр хÿсе каясран хÿтĕлĕç

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Вăрмана упрар-2022» тата çавăн пекех Канаш районĕн юбилейне халалланă «95 ырă ĕç» акцисене Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов, волонтерсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн активĕ тата администраци ĕçченĕсем хутшăннă.

Хастарсем Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ енне выртакан çул хĕррипе 250 лăсăллă йывăç лартнă. Чăрăшсемпе тата хырсемпе Канаш лесничестви тивĕçтернĕ. Çамрăк хунавсем çитĕнсен юра çил-тăман вăхăтĕнче тытса чарĕç. «Хĕллехи вăхăтра çакă питĕ кирлĕ япала. Йывăçсем çул-йĕре юр хÿсе каясран хÿтĕлĕç», — тенĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов.
«Вăрмана упрар» акци «Экологи» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах иртет. Пĕлтĕр районта унпа килĕшÿллĕн 5 га çинче вунă пине яхăн лăсăллă йывăç лартнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *