Канаш енре литература тата ÿнер енĕпе палăрнă пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Кăшнаруй ялĕнче çуралса çунатланнă Надежда Никитична Петрова-Степанова. Вăл литературăра тĕрлĕ жанрпа ăста çырать. Эпир вара, юрра-кĕвве кăмăллакансем, ăна Надежда Силпи ятпа пĕлетпĕр.
Акă ман умра ентешĕмĕр тĕрлĕ çулсенче хăйĕн укçипе типографинче пичетлесе кăларнă юрă кĕнекисем. Вĕсен йышĕнче Людмила Кинер, Илья Степанов, Евгений Федоров, Анатолий Печников, Земфира Яковлева, Владимир Федоров, Евгений Федоров, Иван Андреев, Николай Андреев, Олег Семенов композиторсемпе хайланă ĕçĕсем те пур. Ячĕсем мĕнле илĕртÿллĕ
тата: «Сансăр кичем», «Юрла, тăван», «Ах, сирень, сирень». Ытти юрă-кĕвĕ кĕнекисем те — «Таптаймастăр таса юратăва», «Ылтăн кĕркунне», «Пурнăç илемĕ», «Анне ытамĕнче», «Кăмăл тĕкĕрĕ», «Çăлтăрпи»… — кăмăла çĕклеççĕ.
Надежда Силпи поэтессăн сăввисене чăвашсен паллă композиторĕ Юрий Кудаков та юрра хывнă. «Капăркка» юрă кĕнекинчех вĕсем — çирĕм виççĕ. «Куç умĕнчех ачалăх кунĕсем», «Асанне куççулĕ», «Шăнкăрав», «Ĕç çынна илем кÿрет», «Ах, телей», «Тиркерĕн-ши;», «Ăраскал йыхравĕ» хайлавĕсем уйрăмах кăмăла каяççĕ. Çак юрăсене пултарулăх ушкăнĕсенче пĕччен, туслă йышпа тата хорпа юрлама хывнă.
Çавăн пекех пултаруллă ентешĕмĕрĕн кăмăла каякан сăввисемпе Н. Краснов, А. Никитин, В. Тарават, К.Петрова, И. Христофоров, И. Тимофеев, Г. Мартьянов, К. Марков тата ытти паллă композиторсем те юрăсем хайланă.
«Куç умĕнчех ачалăх кунĕсем…
Ир-ирех çара уран чупнисем,
Ăмăртса çут çерем çийĕпе,
Çурăмран лăпкакан çилĕпе.
Куç умĕнчех ачалăх кунĕсем…
Нихăçан манăçмаççĕ вĕсем.
Пиччепе вутă-шанкă татни,
Аппапа çĕнĕ тĕр тĕрлени.
Куç умĕнчех ачалăх кунĕсем…
Йăнăш тусан — ай, ятланисем,
Кÿрентерсен — хÿтĕленисем —
Атте-аннен çутă пилĕсем…»
Çапла пулмасăр, эпир пурте ачалăхран. Надьăна эпĕ мĕн пĕчĕкрен питĕ лайăх пĕлетĕп. Мăнкун речĕсене те пĕрле ирттереттĕмĕр, пĕр-пĕрне ялан пулăшса пынă. Никит пиччепе Нина инкен виçĕ ача: Люба, Вова тата Надя ÿснĕ. Вĕсем пурте Кăшнаруй ял библиотекине ман пата кĕнеке вулама çÿренĕ. Вулавăша çĕнĕ кĕнекесем килсен Никит пиччене çыру çырса яраттăм, хăйне вăрах кĕттермесчĕ вăл, çийĕнчех пырса каятчĕ. Шкулта аслă пионер вожатăй пулса ĕçленĕ тапхăрта та хамăр хушăри çыхăнăва татман эпир. Нина инке тăван «Правда» хуçалăхра уй-хир бригадинче тăрăшатчĕ. Юрă-ташăпа питĕ туслăччĕ. Халĕ йывăр чире пула вырăнпа выртать, ăна хĕрĕ Надежда пăхать.
Надя вулавăшри пĕр чăваш кĕнекине те вуламасăр хăварман. Вырнаçса ларатчĕ те çÿхе ача-пăча кĕнекисене пĕрин хыççăн теприне вуласа тухатчĕ, кирлĕ шухăшсене ун чухнех тетрадь çине çырса илме пĕлетчĕ. Хĕр-тантăшĕсем — Арина, Лена, Эльза, Валентина вĕренÿре кăна мар, колхоз ĕçĕсенче те хастарччĕ.
Уй-хир ĕçченĕсем валли вĕсем пулăшнипе концертсем, калаçусем, кулăшла сценкăсем, вулав конференци- йĕсем ирттерни халĕ те асрах. Вĕсем çинчен Надя Петрова «Пионер сасси» тата «Коммунизмшăн» хаçатсенче çырса кăтартатчĕ. Вĕсене архивра халĕ те типтерлĕ упратăп. Заметкăсемпе сăвăсене пĕрле шăрçалаттăмăр. Шкулта вăл В.И. Чапаев ячĕллĕ сылтăм флангри дружина председателĕччĕ.
Кăшнаруй шкулĕнче çав çулсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Анастасия Кириллова биолог ĕçлетчĕ. Вăл тăрăшнипе вĕренекенсем Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне те хутшăнма тивĕç пулнă. Хитре чечексем çитĕнтернĕшĕн 6-мĕш класра вĕренекен Надя Петрова медаль илме те тивĕçнĕччĕ. Çавăнпах Надежда Силпи сайтĕнче нумай илемлĕ чечек хăйĕн вырăнне тупнă. Надя, санăн унта йăлтах чечек ешерет, хăвăнпа паллаштаракан, ĕçна уçăмлатакан материалсем мĕншĕн лартмастăн тесессĕн унăн хуравĕ çапларах пулчĕ.
— Çапла, чăнах та пурнăçра илемлĕ енсене кăна ырласа çÿле çĕклетĕп. Чечексене юратса пăхатăп, вĕсемпе калаçатăп, хавхаланса илемлĕ сăвăсем шăрçалатăп.
Яланах сăпайлăхпа палăрса тăнă поэзи тĕнчин ĕçченĕ хăй çинчен хăй çырса пĕлтерни килĕшÿллĕ мар тесе шутлать. Пирĕн вара юратнă çыравçăн çĕнĕ ĕçĕсем çинчен пĕлес, вĕсене хаклас тата чунпа савăнас килет. Вулакан умне çирĕм ытла кĕнеке кăларнă авторăн малашне те халăха савăнтарас килет. Пичете лекме ĕлкĕреймен паха ĕçĕсем Надежда Силпин татах та пур ха. Талантлă авторăн пултарулăх вучахĕ çынсен чунĕсене ăшăтсах тăтăр! Унăн пултарулăх енне туртăнасси вара йăхран пырать.
— Кукаçи хут купăс калама, аппасемпе куккасем юрра-ташша ăста пулнă. Анне йăмăкĕ Е. Семенова нумай çул патшалăх капеллинче юрларĕ. Тепĕр тăванăм Л. Степанова «Волжане» ансамбльте тăрăшать. Пире пурне те хавхалантарса пулăшса пыраканĕ — çывăх тăванăмăр Анатолий Кибеч сăвăç.
Надежда Силпин пирĕшти кунĕ авăн уйăхĕнче пулать. Кĕркунне çуралнăран-ши çулталăкăн çак илемлĕ тапхăрĕ çинчен вăл сахал мар сăвă шăрçаланă. Хăйĕн сăввисенче автор чун-чĕрерине халăх умне çитерет.
Ылтăн пучах аллăмра,
Савăк кĕвĕ — чунăмра.
Вăл мĕнле çитĕннине
Ман пĕлесчĕ тупсăмне.
Кашни пĕрчĕ хисепре,
Кĕр çитсен — вăл кĕлетре.
Тав тăватăп аннене,
Агроном ĕçĕ-хĕлне.
Сывлăх сунăп аттене,
Тăрăшуллă ĕçчене.
Çĕр ĕçченне чыс, мухтав,
Йышра ан пултăр юлхав!
Нумаях пулмасть Кăшнаруй ялĕн култура çуртĕнче Надежда Силпин пултарулăх каçĕ иртрĕ. Фойере поэтесса пурнăçĕпе унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаркан «Мухтанатăп санпа, тăван ял» кĕнекесен куравĕ кашнинех хăйĕн патне илĕртрĕ. Пуçтарăннисене уяв кĕрекин хуçин сăввисемпе кĕвĕленĕ «Сан çуралнă кун паян» литература композицийĕ чун-чĕрене хăпартрĕ.
Куравра эпир пирĕн юратнă сăвăç биологипе хими, журналистика тата медицина енĕпе аслă пĕлÿ илнине, поэзин илемлĕ тĕнчин алăкне ача чухнех уçнине пĕлтĕмĕр. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкар хулин, Шупашкар тата Канаш районĕсен историпе культурине упраса хăварас тата пуянлатас енĕпе ĕçлет.
Надежда Никитична хăйĕн ĕçне, пурнăçне тивĕçлипе хакласа çапла çырать:
Шанчăка упрасан,
Савнă ĕç ăнсан,
Ансăр, тĕлсĕр çулпа утар мар!
Çĕршыв тулăх пулсан,
Пурнăç тăнăç пулсан,
Ма хавассăн пĕрле юрлас мар!
Раççей çыравçисен тата журналисчĕсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членне, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреатне çав кун Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Лидия Филиппова çыравçăсем, Светлана Дмитриева артистка, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн ертÿçи Светлана Тяхмусова, Шупашкар район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Людмила Софронова, Кăшнаруй, Энтрияль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ- сем Владимир Максимовпа Алексей Лазарев тата ытти сумлă çынсем саламларĕç.
Любовь Никифоровăпа Наталия Федоровна ертсе пыракан уяв композицийĕнче Энтрияль культура çуртĕн-чи ачасен «Незабудки» ташă ушкăнĕ (ертÿçи Наталия Александрова), Валентин Кузнецовпа Юрий Романов композиторсем, Энтриялĕнчи чăваш
халăх инструменчĕсен ансамблĕ (ертÿçи Александр Никоноров), Раиса Башкирова юрăç, Кăшнаруй ялĕнчи «Хĕлхем» вокал ушкăн, Шуркассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева хутшăнчĕç.
Куракансене çавăн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Владимир Ксенофонтов), Кÿкеçри «Феерия» вокал ансамблĕ (ертÿçи Олеся Саксонская), Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Вероника Иванова), Красноармейски районĕн муниципалитет округĕн Иссаковăри кану центрĕнчи «Çăлкуç» ансамблĕн юрăçисем Валентина Петровăпа Геннадий Яковлев (ашшĕ енчи тăванĕсем), Вăрнар районĕнчи Чăрăш Шĕнерти «Шĕнер ен» юрăпа ташă ушкăнĕ (ертÿçи Олег Семенов), Канаш районĕнчи культура керменĕн ертÿçи Ольга Микушина, Энтриялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Пинер» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Александр Никоноров) çыравçă ĕçĕсемпе хатĕрленĕ юрăсемпе композицийĕсем уйрăмах кăмăла кайрĕç.
Уявра «Чечеклен, тăван ял», «Çĕршывăма мухтас килет» çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕсем те хăйсен вырăнне тупрĕç.
Журналистикăра, литературăра тата радиора палăрнă Надежда Силпи пултарулăхне хисепе хурса çакнашкал сумлă çынсемпе ушкăнсем йышлăн пуçтарăнни _ пысăк чыс. Надежда Силпине çирĕп сывлăх тата пысăк çитĕнÿ-сем сунатпăр.
Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ