Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Йывăрлăхра пĕр-пĕрне ялан пулăшар!

Йывăрлăхра пĕр-пĕрне ялан пулăшар!

Пирĕн районти ырă кăмăллă çынсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене пулăшас тата хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕрен акци йĕркелесе ирттереççĕ. Укçа-тенкĕ, тумтир, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ хатĕр пуçтарса салтаксем патне ăсатаççĕ. Халĕ çак пархатарлă ĕçре палăрнă хăш-пĕр хастарсемпе паллаштаратпăр.

Маяк ялĕнче пурăнакан Денис Козлов ырă ĕçсем тăвассипе тахçанах палăрнă. Вăл 100 килограмм ыхра, 8 килограмм хрен тымарĕ, 37 мăшăр хурăн тата 32 мăшăр юман милĕкĕ сутса тунă укçана «Пĕрле» фонд счечĕ çине куçарнă, çак укçа спецоперацине хутшăннă салтаксем валли кайĕ.

Виçĕ çул каялла каччă хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ, халĕ тăваттăмĕш çул усăллă ĕçсемпе ĕçлет. «Эпĕ тĕрлĕрен пахча çимĕç çитĕнтеретĕп, кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх

тытатăп, кайăк-кĕшĕк ĕрчететĕп. Халĕ лартма ыхра хатĕрлерĕм, вăл таса, шултра. Хуçалăхра туса илнĕ тупăша пĕтĕмпех мобилизациленнĕ салтаксем валли пулăшу фондне куçарса патăм», — терĕ Денис.

Сăмах май, пирĕн ентеш малтан хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ мĕнпур çимĕçрен илнĕ тупăшăн 10 процентне «ЛизаАлерт» отряд валли куçарнă. Шыравçăсене çавăн пекех фонарьсем, компассем, хут, скотч тата ытти те парса тивĕçтернĕ. «Пуçланă ĕçе халĕ те малалла тăсатăп. Спецоперацине хутшăннă салтаксене пулăшма шутларăм. Пирĕн пулăшу вĕсемшĕн питĕ паха», — каларĕ каччă.

Хĕрарăмсем, сăмахран, ал тутрисем тĕрлеççĕ, кинемейсем — çăм нуски çыхаççĕ. Районти ырă çынсем тăрăшнипе мобилизациленнĕ салтаксем валли апат-çимĕç, чи малтан кирлĕ ятарлă япаласем нумай пухма май килнĕ. Пурте пĕрле тăрăшнипе çĕршер килограмм гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса панă, ку цифра кашни кунах ÿсет.

Çĕршывра халăхăн пĕр йышне мобилизацилеме пуçласан Чăваш Енре «Пĕрле» фонд ятарлă счет уçнă, районсемпе хуласенче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци старт илнĕ. Çак пулăма халалланă концерта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă. Вăл йывăр вăхăтра Донбасри халăха, тăнăçлăхпа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен салтаксене пулăшмаллине палăртнă.

Çак кунсенче районти Культура çуртĕнче пысăк концерт иртнĕ. Билет сутса пуçтарнă укçана пĕтĕмпех «Пĕрле» фонда Хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăнă ентешсене пулăшма куçарнă. Унсăр пуçне районти предприятисемпе организацисем, район администрацийĕн ĕçченĕсем тата уйрăм çынсем фонда укçа-тенкĕ чылай хывнă.

Вырăскас Пикших ялĕнчи «Надежда» ача-сачĕн ĕçченĕсем те çак паллă ĕçрен айккинче пăрăнса юлман. Вĕсем ăшă нускипе атă-пушмак тĕпне хумалли панă. Катек шкулĕнче вĕренекенсем салтаксем валли ăшă çырусем çырнă.

Районти райпо лавккинче ĕçлекен сутуçă пуçарнипе «Ырă Кооп» акци йĕркеленĕ. Ку хĕрарăмăн ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăннă.

Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов та хăйĕн граждан позицине çирĕп тытса пырать. «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акципе килĕшÿллĕн Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Антонова мобилизациленине пĕлсен ăна хĕллехи тум, атă тата ытти кирлĕ япаласем кайса панă.

Екатерина Чертынова

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code