Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи призыв мĕнле пулĕ?

Кĕрхи призыв мĕнле пулĕ?

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи кĕрхи призыв чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланать.

Çĕршывра çар операцийĕ пынăран тата тулли мар мобилизаци пуçланнăран çара каякан яшсен ашшĕ-амăшĕсене тĕрлĕ ыйту хумхантарать.

Çавăнпа шикленĕве сирсе çапла палăртатăп: кĕрхи призыв Украинăра иртекен çар операцийĕпе пĕрре те çыхăнман. Малтанхи пекех вăл Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн вăхăтра тата планпа пулĕ.

Срочниксем çар операцине хутшăнмаççĕ, вĕсем тивĕçе Раççей территорийĕнчи çар чаçĕсенче пурнăçлаççĕ. Каччăсенчен чылайăшне çарта çар-учет специальноçне вĕрентеççĕ, паянхи техникăпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ.

Кĕрхи призыв вăхăтĕнче республикăра пине яхăн яш салтак атти тăхăнĕ. Çак кăтарту иртнĕ çулхи кĕрхи призывран сахалтарах.

Çар тивĕçне пурнăçлама хатĕр пулмалла, унран хăрамалла мар. Ятарлă, элита çар чаçĕсенче службăна пурте пурнăçлама пултараймаççĕ. Призыв комиссийĕ унта сывлăх енчен çирĕпписене, вĕренÿ шайĕ, çара кирлĕ специальноç пуррисене, профессипе психологи тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнисене суйласа илет.

Çар комиссариачĕсенче пулас салтаксен кăмăлне яланах шута илме тăрăшаççĕ. Çавна май кĕрхи призыв пуçлансанах çар комиссариатне килекен яшсен çар чаçĕсене суйласа илме ирĕк пур. Çар тивĕçне пурнăçлама хатĕр яшсен водитель правинчи «С» категорине илме пулать, çак тĕллевпе вырăнти çар комиссариатне каймалла. Направлени илнĕ яшсене тÿлевсĕр вĕрентеççĕ, водитель удостоверенийĕшĕн илекен патшалăх пошлинине тÿлессинчен те хăтараççĕ.

Республикăри çар комиссариачĕ Раççей Оборона министерствин вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрес текенсен йышне те палăртма пуçланă. Çар профессине суйласа илес текенсен вырăнти çар комиссариатне пымалла, вĕсене унта пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарса парĕç.

Бахтиер ХОЛИКОВ,
Чăваш Республикин çар комиссарĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code