Районти вĕрентÿ учрежденийĕсене çулсерен юсаса хăтлăлатаççĕ. Кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕ тĕлне Чакаç тата Ачча шкулĕсем тĕплĕ юсав хыççăн çĕнелчĕç. Халĕ юсав ĕçĕсем Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче хĕрÿ пыраççĕ.
Асăннă пĕлÿ çуртне «Пĕлÿпе тивĕçтерекен шкул системисене çĕнетесси» федераллă программăпа килĕшÿллĕн юсаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне палăртнă ĕçсен çурри ытла калăпăшне пурнăçланă та ĕнтĕ. Капиталлă юсавăн хăвăртлăхĕпе пахалăхне район ертÿçисем çирĕп контроллесе тăраççĕ.

Нумаях пулмасть Вырăскас Пикших шкулне район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çумĕ — районти вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева çитсе килнĕ, вырăнта шкул директорĕпе тата подрядчикпа тĕл пулнă, ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.