Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Пациентсемшĕн те, тухтăрсемшĕн те хăтлă пулĕ

Пациентсемшĕн те, тухтăрсемшĕн те хăтлă пулĕ

Сывлăх сыхлавне модернизацилесси программăпа килĕшÿллĕн Вăтакас Татмăш ялĕнчи тухтăр амбулаторине çĕнетес ĕç вĕçленсе пырать. Поликлиника кивелнипе çынсем унта пахалăхлă медпулăшу илеймен. Юсав ĕçĕсем медучрежденире кăçал çуркунне пуçланнă.

Вăл пĕр вăхăтрах поликлиникăн икĕ этажĕнче иртнĕ. Кивĕ поликлиникăна халĕ паллама та çук, вăл пĕтĕмпех çĕнелнĕ. Строительсем пÿрт тăррине, чÿречесемпе алăксене улăштарнă, электричество, шыв, канализаци системисене çĕнетнĕ, хутса ăшăтмалли хатĕрсене тĕпрен улăштарнă. Сусăрсем пирки те манман, пандус вырнаçтарнă. Урайсем çине çутă кафель плитка хунă, стенасене кăмăла каякан тĕссемпе сăрланă.

Иккĕмĕш хутра, стационар уйрăмĕнче, юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ. Кашни палатăра – уйрăм туалет, душ кĕмелли пÿлĕм, çĕнĕ кровать тата сĕтел-пукан. Амбулаторире кăнтăрлахи тата каçхи стационар ĕçлĕ.

Пĕрремĕш хутра пĕтĕм кабинета çĕнĕ медицина хатĕрĕпе тивĕçтерĕç. Столовăйра та ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Медпулăшу паракан учреждение артезиан скважинăри таса шывпа тивĕçтернĕ. Амбулаторие кĕçех хута ярĕç.

«Амбулаторире юсав ĕçĕсем иртнĕшĕн эпир питĕ савăнатпăр. Унта тулли кăмăлпа ĕçлеме хатĕр. Халĕ çынсене сиплеме те, тĕрлĕрен процедурăсене пурнăçлама та хăтлă пулĕ», — каласа парать Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Яковлева.

Чăваш Енĕн «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем Сиккасси салинчи тухтăр амбулаторийĕнче те пыраççĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code