Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çанталăк сивĕтсен — купăста тутланать

Çанталăк сивĕтсен — купăста тутланать

Районта кая юлса çитĕнекен купăста сорчĕсене касма пуçланă.

Ешĕл те чăмăр пуçсене пахчаран яланах чи юлашки пуçтарса кĕртеççĕ. Купăста ытти пахча çимĕçпе танлаштарсан çумăртан та, сивĕрен те хăрамасть.

Олег Шпаков хуçалăхĕнче купăста уйĕсем кăçал 6 гектар йышăннă. Фермер ир пулакан, вăтам тата кая юлса çитĕнекен сортсем ÿстернĕ. Çавна май çак паха çимĕçпе çынсене кирек хăçан та туллин тивĕçтерме пултарать.

Уйра 15 çын тăрăшать. Купăстана каснă хыççăн трактор прицепĕ çине тиеççĕ. Унтан склада управа ăсатаççĕ. Тухăçа пуçтарса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать.

Купăстан пысăк партине тÿрех Перма ăсатаççĕ. Çĕнĕ тухăçа вырăнти шкулсемпе ача сачĕсем те хапăл тусах йышăнаççĕ. «Тухăç кăçал ăнса пулчĕ, купăстана туянма çынсем Тутарстан Республикинчен тата ытти регионтан та йышлăн килсе çÿ-реççĕ», — тет Олег Васильевич.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code