Пятница, 13 декабря, 2024
Главная > Публикации > Кĕпер нуши чылайранпа канăç паман

Кĕпер нуши чылайранпа канăç паман

Ун çийĕн халь пĕр шикленми каçан

Çырма урлă хывнă каçă пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Ун çийĕн пушар сÿнтерекен техника тата васкавлă пулăшу машини инкек пулнă вырăна пĕр чăрмавсăр çитме пултарать. Кулленхи пурнăçра вырăнта пурăнакансем кĕперпе савăнсах усă курма, кунсерен каçса çÿреме, выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве хăвалама, кил-çурт умне строительство хатĕрĕсем çитерме, утă-улăм тата ыттине турттарса килме пултараççĕ.  

Кăçал çакнашкал ырлăх Яманкасси ялĕнчи Молодежная урамра пурăнакансем патне те çитрĕ. Ку таранччен вĕсем çырма урлă хывнă пĕчĕк тимĕр кĕперпе çеç каçса çÿренĕ. Ун çине çăмăл машинăсемсĕр пуçне ытти техника кĕреймен. Вăл сарлакăшĕпе тата йывăрăш виçин пĕлтерĕшĕпе килĕшсе тăман. Инкек пулас пулсан, чăнах та, кассипех çунса каяс хăрушлăх пулнă. Телее, юлашки çулсенче Çĕн касра пушар тухнине ас тумаççĕ, Турри сыхланă-тĕр.

Ял халăхĕ кĕпере вырăнти пуçару программипе килĕшÿллĕн хута яма пултарнă. Пуху пуçтарса çак çивĕч ыйтăва çĕкленĕ хыççăн лав вырăнтан тапраннă. Кĕпер ялти пĕр урамăн нуши кăна пулнă пулин те ыттисем те айккинче пăрăнса юлман, кашни вăй çитернĕ таран укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Кирлĕ чухлĕ укçа пуçтарăнсан объекта хута яма подрядчик та тупăннă. Строительсем кĕске вăхăтра проектра пăхса хăварнă ĕçсене пурнăçлама пултарнă. Халĕ ун çийĕн кашни савăнса каçса çÿрет.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *