Владимир Боголюбов виççĕмĕш класрах кĕрешме вĕренме пуçланă. Майĕ те пулнă çав. 1979 çулта Вырăскас Пикшихри вăтам шкулта геометри предметне вĕрентнĕ Васильев Николай Васильевич учитель Шăхасанти вăтам шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентме кружок йĕркелет. Унта 3-7-мĕш классенче вĕренекен ачасене пĕлÿ панă. Кружока 3-мĕш класра вĕренекен Володя Боголюбов та хавхалансах çырăнать. Çамрăка вăй виçме çав тери килĕшсе кайнипе вăл 7-мĕш класра хăй умне вĕренсе тренера тухма тĕллев лартать. Çамрăкăн ĕмĕчĕ тивĕçлипе пурнăçланать: вăл ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентекен тата хĕрарăмсене ?хĕрачасене/ кĕрешме вĕрентекен тренер пулса тăрать.
— 1979 çулта Геннадий Смирнов тăрăшнипе Канаш районĕнче спорт шкулĕ ĕçлеме тытăнать. Геннадий Смирнов ыйтнипе пулĕ Николай Васильев Шăхасан ачисене кĕрешме вĕрентме тытăнать.
Вăхăт иртсен пирĕн тренерăн мăшăрĕ вăйлă чирлесе ÿкет, тухтăрсем ăна климат улăштарма сĕннипе Васильев- сем çемйипех Крыма куçса каяççĕ.
— Владимир Арсентьевич, эсир хăвăрăн пĕрремĕш тренерпа çыхăну тытмастăр-и?
— Çулталăк каялла кăна ăна эпĕ Интернетра шыраса туп-рăм. Вăл тахçанах пенсире, сакăр вунна çывхарса пырать. Эпĕ ăна Тăван çĕре килсе курма ыйтрăм, вăл килĕшрĕ. Ун ячĕпе кĕрешÿçĕсен турнирне ирттересшĕн. Эпĕ ăна хамăн çитĕнÿсем çинчен каласа патăм. Вăл питĕ савăнчĕ, савăннипе куçĕ те шывланса илчĕ пулас.
Николай Васильевич хыç-çăн тренерта Олег Васильевич пĕр-икĕ çул ĕçлесе пăхрĕ те таçта кайса çухалчĕ. Кайран эпĕ футбол, хоккей çине куçрăм, анчах кĕрешÿ ман асăмрах пулнă. Тренировкăсем ирттерме пăрахрăмăр, апла пулин те çиччĕмĕш клас-ра эпĕ тренер пулатăпах тесе хам ума тĕллев лартрăм.
Салтака кайса килнĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм, 1993 çулта вĕренсе пĕтертĕм те Геннадий Смирнов мана ĕçе илчĕ. Çавăнтанпа эпĕ ача чухне кĕрешме вĕреннĕ шкулта _ Шăхасан шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм.
Шкулăн спортзалĕнче матсем сахалччĕ, пурĕ те вуннă кăна, вĕсем те пулин кĕрешекенсем валли мар, гимнастика тăваканнисем валличчĕ. Пире саккăрпа тăххăр виçеллĕ зал уйăрса пачĕç. Унта тренировкăсене икĕ çул ирттертĕмĕр. Унтан пире ача сачĕ айĕнчи путвала пачĕç. Те 1995, те 1996 çулта ăна ачасемпе пĕтĕмпех юсаса, йĕркене кĕртсе пĕтертĕмĕр те пысăках мар зал турăмăр. Унта матсем, чăнах та, лайăхрахчĕ, кĕрешекенсем валли. Паллах, çĕнни мар, Шупашкартан илсе килсе панăччĕ. Ун чухне эпĕ тренировкăсене пилĕк ушкăн ачапа ирттереттĕм. Мĕнле чăтнă- ши, тесе паян хамран хам тĕлĕнетĕп. Пĕр икĕ çултан ĕçĕн результачĕсем курăнма пуçларĕç, республикăра мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене çÿреме пуçларăмăр.
— Пĕрремĕш чемпионсене ас тăватăр-и?
— Мĕнле манăн-ха вĕсене! Арçын ачасенчен чемпион ятне 1980 çулта Леша Петров çĕнсе илчĕ. Хĕрачасенчен пĕрремĕш чемпионка Ирина Васильева 1983 çулта пулчĕ. Каярахпа Ирина Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш призер та пулчĕ.
Арçын ачасем те маттурччĕ. Вĕсем Атăлçи федераци округĕн чемпионĕсемпе призерсен ятне те çĕнсе илнĕ-ччĕ.
Раççей чемпионатĕнче çĕнтерсе чемпион ятне çĕнсе илнĕ пĕрремĕш хĕрача Алина Анисимова пулчĕ. Çав çулах вăл Европа чемпионĕ те пулса тăчĕ. Тепĕр çул вăл кĕмĕл призер ятне çĕнсе илчĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди шутĕнче тĕнче чемпионатĕнче кĕрешрĕ, тĕнче Кубокĕн кĕрешĕвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Манăн вунă воспитанник е чемпион, е призер ятне çĕнсе илнĕ.
— Владимир Арсентьевич, вĕсем хăйсен пĕрремĕш тренерне манса кайман-и, киле-киле каяççĕ-и?
— Килеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Мускавра, теприсем Мускав çывăхĕнче пурăнаççĕ. Ачисемпе килеççĕ, вĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ.
— Шăхасанпа çывăх ялсенчен паллă спортсменсем çук-и?
— Çук. Вĕсенчен ытларахăшĕ Шăхасан салинчен. Ача сачĕн путвалĕнчен кайрăмăр. Ун чухне физкультурăпа спорт комплексĕнче ачасен «Импульс» ятлă спорт шкулне уçрĕç. Пире валли унта вырăн пулмарĕ. Хамăр пурăнакан çуртпа юнашар хамăн укçа-тенкĕпе 112 тăваткал метрлă çуллахи зал тума тиврĕ. Унта тренировкăсене çăвĕпех, декабрь уйăхĕчче-нех, ирттеретпĕр. Хĕлле кунта шыв сапса каток тăватпăр. Кунтан лайăх спортсменсем тухрĕç. Вĕсенчен пĕри _ Вероника Чумикова. Пĕлтĕр вăл Европа чемпионатĕнче иккĕмĕш, Тĕнче Кубокĕнче _ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр Олимпиадăна кайма путевка çĕнсе илчĕ. Темĕн-шĕн унта Мускав хĕрачине ячĕç. Вероника питĕ кулянчĕ. Спортзалпа юнашарах мунча лартрăмăр, кунтах _ пĕве. Çулла кунта ачасем ишме вĕренеççĕ.
Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пире 14х8 метр виçеллĕ пысăках мар пÿлĕм пачĕ. Халĕ тренировкăсене унта ирттеретпĕр. Халĕ иккĕн ĕçлетпĕр. Мана пулăшаканĕ спорт мастерĕ – Сергей Филиппов. Вăл кĕрешме ман патăрта вĕреннĕ. Пирĕн воспитанниксем _ тĕпрен илсен _ хĕрачасем, кашни çулах е призерсем, е чемпионсем пулса тăраççĕ. Сăмахран, кăçал Раççей Спартакиадинче Шăхасан шкулĕнче вĕренекен Лилия Кириллова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
— Владимир Арсентьевич, эсир вунă спорт мас-терĕпе призерĕ, тĕнче класлă икĕ спорт мастерĕ вĕрентсе хатĕрленĕ. Хă-вăра мĕнле те пулин хисеп- лĕ ят парса чыс тунă-и?
— Документсене ярса панăччĕ, анчах ăçта вĕсем _ пĕлместĕп. Ман Раççей спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ Виталий Мутко алă пуснă Хисеп грамоти пур. Эпĕ никамран та нимĕн те ыйтма юратмастăп. Спортзал питĕ кирлĕччĕ _ хам укçапа туса лартрăм. Никамран та пĕр пус ыйтман. Аттепе анне пулăшрĕç ĕнтĕ. Çĕнĕ спортзал валли çи витти кирлĕ пулчĕ. 50 пин тенкĕпе туянтăм, каллех хамăн укçа-тенкĕпе, никам та пĕр пус парса пулăшман.
— Владимир Арсентьевич, эсир пирĕн таврари паллă сад ăстийĕ _ питĕ нумай иçĕм çырли ÿстеретĕр. Ку интерес тата ăçтан пуçланнă?
_ Салтак службине эпĕ Германире ирттернĕ. Унта иçĕм çырли, панулми, груша сачĕсене курса тĕлĕннĕ. Киле таврăнсан кăнтăрти çимĕç йывăçĕсене ĕрчетес тĕллевпе «Приусадебное хозяйство» журнал çырăнса илме тытăнтăм, сад ăстисемпе çыхăну тытма пуçларăм. Кашни çул çимĕç йывăçĕсен çĕнĕ сорчĕсене çырăнса илме пуçларăм. Халĕ ман сад пахчинче иçĕм çырлин çĕр ытла сорчĕ хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарать. Çак çимĕçе ытларах ÿстерес тĕллевпе тата 20 сотăй çĕр тара илтĕм. Малтан эпĕ персика теплицăра ÿстереттĕм. Халĕ эпĕ сивве чăтакан сортсем тупрăм.
Хакасире Пискунов хушаматлă сад ăсти пур. Вăл мана чылай çĕнĕ сорт ярса пачĕ. Вĕсем 45 градуслă сивве чăтаççĕ. Хакасирех Иван Леонтьевич Байкалов ученăй-селекционер пурăнатчĕ. Абрикосăн Çĕпĕр сиввине чăтакан «Восточно-Сибирский», «Горный Абакан», «Сибиряк Байкалова» тата «Саянский» сорчĕсемшĕн ун ятне Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Вăл мана та çĕнĕ сортсем ярса парса пулăшнăччĕ.
Ĕçре мана мăшăрăм Надежда Юрьевна питĕ пулăшать. Вăл малтан шкулта ĕçленĕ, технологи предметне вĕрентнĕ. Халĕ манпа пĕрле матсем çĕлет. Пирĕнпе пĕрле походсене те çÿрет. Çуркуннесенче Кĕçĕн Çавалта шыв сарăлсан эпир кимĕсемпе тата катамарансемпе çула тухатпăр. Çырансене тухса кăвайтпа апат пĕçеретпĕр. Пĕррехинче, «КамАЗ» камерисенчен сулă туса, унпа вăтăрăн ишрĕмĕр! Нихăçан та манайми вăхăтсем!
Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕксем редакци архивĕнчен