Мобильлĕ телефон пирĕн пурнăçа ырă улшăнусем илсе килчĕ. Унпа кирек-хăш вырăнтан çывăх çынсемпе калаçса илме тата Интернета тухма пулать. Тĕрĕссипе, баланс çинче укçу кăна пултăр. Цифра аталанăвĕн ĕмĕрĕнче пурăннă май телефон урлă халĕ тухтăр патне приема çырăнма, онлайн саккас тума, квитанцисене тÿлеме тата ыттине çăмăллăнах пурнăçлама май килет. Пурнăçпа тан утакансем вара килти лару-тăрăва ĕçре ларсах контроллеме пултараççĕ, «ăслă çурт» хуçине кашни улшăну çинчен пĕлтерсе тăрĕ.
Анчах та пĕр чăрмав пур. Енчен те телефон тата пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕн витĕмĕ уйрăм лаптăка хупăрлаймарĕ пулсан çак ырлăх ĕмĕт шайĕнче кăна тăрса юлĕ. Телефон хăй те тарăху мелĕ вырăнĕнче кăна пулĕ, унăн антенни яланах шыравра пулнăран çыхăну час-часах татăлса кайĕ, пĕр-пĕрне татăклăн ăнланасси те иккĕленÿллĕ. Кун пек чухне мобильлĕ интернет çинчен шухăшламалли те çук паллах.
Çакнашкал кăткăс лару-тăрура Хучел ял тăрăхĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакансем чылай вăхăт хушши пулнă. Нумаях пулмасть Чăваш Енри пĕчĕк ялсене цифра танмарлăхĕнчен кăлармалли федераллă программăпа килĕшÿллĕн пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕн база станцине вырнаçтарнă. Халĕ ялта 4G-Интернет çыхăнăвĕпе туллин усă кураççĕ.
Алексей ПЕТРОВ, Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Алешево ялĕнче 53 çурт, унта 155 çын пурăнать. Ял ÿссе аталанас шанăç пур, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма 58 çĕнĕ çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Вĕсене сутлăха кăларнă та ĕнтĕ. Хальхи вăхăтчен асăннă ялта мобильлĕ çыхăну пулман. Çынсем тăванĕсемпе калаçас тата васкавлă пулăшу службисене чĕнсе илес тенĕ чухне телефон тытакан вырăнсене шыранă. Пандеми вăхăтĕнче ялта Интернет çукки шкул ачисене пысăк чăрмав кÿнĕ, дистанци мелĕпе вĕренекенсем çав тапхăрта тăванĕсем патĕнче пĕлÿ илнĕ. Халĕ Алешевăра пачах урăх лару-тăру, пĕчĕк ялсене çакнашкал пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Раççей тата Чăваш Ен Правительствине пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Алексей ГРИГОРЬЕВ, Канашри муниципаллă округăн депутачĕ:
— Алешевăра «Теле-2» мобильлĕ çыхăнăвĕн база станци вышкине вырнаçтарнă хыççăн Интернет хăвăртлăхĕ 3G тата 4G стандартсене çитрĕ. Çакă информацие пысăк хăвăртлăхпа çÿретме май парать. Станцине хута янă хыççăнах «Хамăр ял» чат йĕркелерĕмĕр, унта çынсем çĕнĕ хыпарсем пĕлтереççĕ, кăсăклантаракан ыйтусемпе тухаççĕ. Хучел ял тăрăхĕн администрацийĕ тата депутатсен корпусĕ вĕсене татса парассипе çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Татьяна НИКИФОРОВА, ялта пурăнакан:
— Çак çыхăну вышкине лартса панăшăн эпир пурте питĕ хытă савăнтăмăр. Телефонпа калаçас тĕллевпе ăçта кăна çитмен-ши, яланах таврари çÿллĕ вырăна шыраттăмăр. Çумăрлă, çиллĕ тата сивĕ çанталăкра çакă пысăк чăрмав кÿретчĕ. Ачасемшĕн яланах шикленсе тăраттăм. Халĕ пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăну самантлăха та татăлмасть, видеошăнкăрав мелĕпе те курнăçса калаçма май пур. Çак ырлăха пирĕн патне илсе çитерекенсене пурне те пысăк тав.
Валерий ФЕДОРОВ, ял çынни:
— Телефонпа калаçас тесе лупас тăррине хăпарни те пулнă. Тăтăшах çÿллĕ вырăна кармашас килмен чухне çул хĕррине тухаттăм. Инкек мĕн сиксе тухас пулсан кашни минучĕ шутра, çак лару-тăру васкавлă службăсене чĕнсе илес ĕçре пире пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Халĕ çывăх çыннăмсемпе пÿртренех çыхăнатăп. Шкул ачисем мĕнлерех савăннă тата. Интернет пурри вĕсене уроксем тума, тантăшĕсемпе хутшăнма май парать. Интернет витĕмĕ кÿрекен чылай пулăшăва эпир те часах алла илĕпĕр.