Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Нумай ачаллă çемьене çĕнĕ çуртпа тивĕçтернĕ

Нумай ачаллă çемьене çĕнĕ çуртпа тивĕçтернĕ

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Атнаш ял тăрăхĕнче пурăнакан Егоровсен нумай ачаллă çемйи хаклă парнене тивĕçнĕ. Вĕсене республика бюджечĕ шучĕпе хăтлă та капмар çурт хăпартса панă. Çурт-йĕр условине патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли черете Егоровсем 2014 çулта тăнă, кăçал вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ялти çурт хулари хваттертен пĕрре те кая мар, унта халĕ кашнин валли уйрăм пÿлĕм пур.

Юрий Павловичпа Людмила Александровна пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Икĕ аслă ывăлĕ салтака кайса килнĕ. Пĕри И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ пулса тăнă. Аслă хĕрĕ Шупашкарти пĕр ача садĕнче тăрăшать. Кĕçĕн икĕ хĕрĕ шкула çÿреççĕ.

Çемье пуçĕ Киров ячĕллĕ ЯХПКра водитель пулса ĕçлет. Ăна ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят парса чысланине хаçатра асăнса хăварнăччĕ. Мăшăрĕ шкул столовăйĕнче тăрăшать, килте пысăк хуçалăх тытса пырать. «Çĕнĕ çурта хамăр халĕ пурăнакан пÿрте хирĕçех лартса пачĕç, çавăнпа унта куçасси чăрмавлă пулмĕ», — тенĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çак савăнăçлă пулăмпа Егоровсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Екатерина Филиппова, Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Антон Мартынов тата «Спектр» строительство фирмăн ертÿçи Михаил Николаев саламланă. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ çурта чи малтан кушака кĕртнĕ.

Çитес вăхăтра туслă çемье çĕр лаптăкне карта тытса çавăрĕ тата хапха вырнаçтарĕ. Егоровсен çавăн пекех гараж хăпартас тĕллев те пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *