Четверг, 18 июля, 2024
Главная > Публикации > Малти Ăнтавăшпа Кайри Ăнтавăш ялĕсен аталану тапхăрĕ

Малти Ăнтавăшпа Кайри Ăнтавăш ялĕсен аталану тапхăрĕ

Ку ялсем Канаш районĕпе Çĕрпÿ районĕн чиккинче вырнаçнă. Ялĕсем витĕр Пĕчĕк Ăнтавăшпа Пысăк Ăнтавăш юхан шывĕсем юхса тухаççĕ. Çавăнпа та ялĕсене те Кайри Ăнтавăш тата Малти Ăнтавăш теççĕ. Халĕ ку ялсем иккĕшĕ те Вăтакас Кипеч тăрăхне кĕреççĕ. Интернетра Малти Ăнтавăш ялĕн сайчĕ тупăнчĕ. Сайт Малти Ăнтавăш шкулĕнче ĕçленĕ К.Я. Прокопьева учительница çырнă калава тĕпе хурса çапла çырса пĕлтерет.

Халăхран тухнă халап

«Малти Ăнтавăш, ваттисем каланă тăрăх, 16-мĕш ĕмĕртех пуçланса кайнă. Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче вара ку яла 1610 çулта пуçланса кайнă тесе палăртнă. Христос тĕнне йышăничченех пуçланнă ĕнтĕ вăл. Ял вырăнĕнче малтан сĕм вăрман пулнă.

Пирĕн ял вырăнне Тухаль Ÿхалĕ Çĕрпÿ ялĕнчен темиçе чăваш куçса килнĕ. Вĕсем хальхи ял вырăнĕнчен кăшт хĕвел тухăçнерех, ăшне çырми хĕррине вырнаçнă.

Малти Ăнтавăш витĕр Мускавран çĕпĕрелле арестантсене ăсатнă.

Çĕпĕртен Мускавалла каякан лавсем Малти Ăнтавăш ялĕнче канма чарăннă. Вĕсен ку ялта канма кĕмелли хăйсен çурчĕ пулнă, ăна ямшĕк çурчĕ теççĕ».

Ку халăхран тухнă халап пулмалла. Мĕншĕн тесен архиври ĕлĕкхи хутсем хушшинче кун пек сăмахсем тупаймарăм. «Тухаль Ÿхалĕ Çĕрпÿ» сăмахсем те хирĕçлĕ сăмахсем. Тухаль вăл кÿршĕри Тугаево пулать. Ку ял Çĕрпÿ уесĕнчи Тугай вулăсĕнче шутланса тăнă. Çĕрпÿ вара ĕлĕкренех хула е тепĕр майлă ăна Цивильск теççĕ.

Халăх пăлхавĕ

Çак ял историне малалла çырма мана пĕр вырăнтан тапранса каймалли паллă вырăн кирлĕ пулчĕ. 1671-1672 çулсенче, халăхăн патшалăха хирĕç тăмалли сăлтав нумай пуçтарăннăран пăлхав тухнă. Ăна Степан Разин ертсе пынă. Вырăс патшин çарĕсем хура халăха хаяррăн пусарнă хыççăн пăлхавĕ те лăпланнă. Тата тепĕр çĕр çул иртнĕ. Анчах та хура халăх пурнăçĕ лайăх еннелле ытлашши улшăнман. 1773 çулта каллех пăлхав çĕкленнĕ. Хальхинче вĕсене ертсе пыраканĕ Дон юхан шывĕ çумĕнче çуралса ÿснĕ касак Емельян Пугачев тупăннă. Патшана хирĕç тăракан хура халăха вырăс патшин тарçисем каллех хаяррăн пусарнă.

Хула тата уес хуçисен должноçĕ ĕлĕкхи пек воевăдă ятлă пулнă. Чăнах та Хаяр Йăван е Борис Годунов вырăс патшисем пулнă вăхăтсенче воевода ятлă пысăк хуçасем кирлĕ пулнă пуль. Вĕсене хулара е уесра мĕнле влаç кирлĕ веçех панă. Унпа вĕсем хăйсене майлă пĕлсе усă курма тăрăшнă. Çак сăмахсене çирĕплетес тесе пĕр тĕслĕх каласа кăтартăп. 1685 çулта Етĕрне хулипе Етĕрне уесĕн воеводă должноçне ертсе пыма Иван Иванович Апраксина шанса панă. Вăл Пĕрремĕш Петĕрĕн çывăх тăванĕ пулнă. Мĕншĕн тесен вырăс патшисем Пĕрремĕш Петĕрпе Федор Алексеевичăн ашшĕ енчи тăвансем шутланнă. Федор Алексеевичăн иккĕмĕш арăмĕ вара Марфа Матвеевна Апраксина ?1664-1716/ пулнă. Вăхăт çитсен аслă пиччĕшĕ Федор Алексеевич хайĕн пулнă вырăс патша влаçне Пĕрремĕш Петĕре пама килĕшнĕ. Хăй, Федор Алексеевич чирлĕ пулнă пирки 1682 çулта вилсе кайнă. Ун хыççăн Пĕрремĕш Петĕрĕн пиччĕшĕн арăмне тата унăн тăванĕсене хисеплеме пуçланă.

И.И. Апраксин Етĕрнере воевода пулнă вăхăтра хăйĕн шанчăклă тарçисене уесри чăваш ялĕсене çаратма хушнă. Вĕсен кашни ялтан пĕрмаях, ясаксăр пуçне, И.И. Апраксина валли аш-какай, çăмарта, пыл, тыр-пул, çăнăх, чăх тата типĕ вутăпа утă пуçтармалла пулнă. Пуçтарнă пуянлăха вара тăван киле леçтернĕ е пасарта сутса янă. Чăвашсем вырăс патши патне çăхав чылаях çырнă пулсан та воеводăна никам та айăпламан. И.И. Апраксина малалла ÿстернĕ. Ун хыççăн килекен воеводăсем те чăваш халăхне вăй илме паман, малалла çаратсах тăнă. Тĕрĕссипе каласассăн, чăваш халăхне вырăс патшин тарçисемпе воеводисем И.И. Апраксин Етĕрнене ĕçлеме киличченех çаратма пуçланă. Кун пек тĕслĕх мĕне пĕлтернине ăнлантăр пулĕ тетĕп. Çак воеводăсен влаç нумай пулнă пулсан та хăйсене сыхлама путлĕ хĕç-пăшал е тупăсем пулман. Çавăнпа хура халăх пăлханма пуçласассăнах хулапа уес хуçисем халăхран хăраса тÿрех тарса пытаннă. Мĕншĕн тесен хăйсен айĕпĕсене вĕсем лайăх пĕлнĕ.

Е. Пугачев ертсе пыракан пăлхава пусарнă хыççăн Иккĕмĕш Кĕтерне патша реформăсем тума пуçланă. Воевода должноçне пĕтерсе уеспа вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарнă. Нумай яла пĕр вулăспа уесра пулнăскерсене тепĕр уеспа вулăссене куçарттарнă. 1775 çулсем хыççăн хăш ял мĕнле уесра пулнине пĕлме çĕнĕ списоксем тунă. Çав список тăрăх Çĕрпÿ уесĕнче çĕнĕрен Яуши, Яндоуши тож ятлă яла палăртнă. Кунта Яуши тĕп ялĕ пулать. Вăл Çĕрпÿ уесĕнче ĕлĕ-кех пулнă. Яндоуши тож вара Явăшăн выççăлкки пулнине пĕлтерет. Халĕ ку яла вырăсла Задние Яндоуши тесе çыраççĕ.

Калав пуçламăшĕнче 1671-1672 çулсенче пăлханнă хура халăха вырăс патшин çарĕсем хаяррăн пусарнă тесе çырнăччĕ. Çакăн хыççăн вĕсене вырăс патшине парăнатпăр тесе тепĕр хут тупа тутарнă. Унтан список туса вырăс патшине пĕлтернĕ. Çав списокра Çĕрпÿ уесне кĕрекен Сюрбей вулăсĕнче Явăш ялĕ те пур. Вăл вăхăтра вулăса çĕр пÿрт хуçи Уразлин княçĕн йăхĕ ерт-се пынă. Хăй Уразлин чăваш княçĕ Иван Грозный вăхăтĕнче пурăннă. Уразлин княç Çĕрпÿ хулинче пурăннă пулсан та, унтан инçех мар сухаласа акмалли, выльăха çÿретмелли çĕрĕсем те пулнă. Ялĕ те Уразлин ятлă пулнă. Халĕ ку яла тата тепĕр тĕрлĕ реформăсем пулса иртнĕ хыççăн çĕнĕлле, Урпаш юхан шыв хĕрринче ларнă пирки, Урпаш ят панă.

Хула ячĕн пĕлтерĕшĕ

Хальхи Çĕрпÿ хули, тепĕр майлă Цивильск, ĕлĕкех тата малтан Сюрбей ятлă пулнă. Цивильск хула ячĕ Цевил ятлă чăвашран тухнă. Унăн ашшĕ Артак ятлă пулнă, Цевил Сюрбей ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Цевилĕ вара 1491 çулта, Мускав патши Виççĕмĕш Йăванпа Хусан патшалăхĕн ханĕ Магмед-Амин пулнă вăхăтра, палăрнă. 1484 çулта Виççĕмĕш Йăван Магмед-Амина Хусан ханĕн вырăнне ларма пулăшнă пирки вырăссемпе тутарсем туслăрах пурăнма пуçланă. Хусан ханĕ пулма пулăшнăшăн Магмед-Амин вырăс патшалăхне хăш-пĕр чăваш ялĕсенчен ясак пуçтарма ирĕк панă. 1491 çулта ясак пуçтарса пĕтернĕ хыççăн вырăс патшин тарçи Кисилев Федор хăйĕн ушкăнĕпе пуян чăвашсене çаратма шут тытнă.

Çав шутпа Сюрбей ялĕнче пурăнакан Цевил килне çитсе тăнă. Вăл вăхăтра Цевил вун киле ертсе пыракан хуçа пулнă. Хуçа хăйĕн пуянлăхне сыхлас тесе хирĕç тăнă. Анчах та Кисилев Федорăн ушкăнĕ пысăк пулнă пирки Цевиле кантрапа çыхса пăрахса хытă хĕненĕ. Килĕнчен виçĕ катка пыл, пĕр лаша, пĕр ĕне, пĕр сурăх, çичĕ сăсарпа виçĕ тилĕ тирĕсене вăрласа тухса кайнă. Çула май тăванĕсене те хĕнесе хăварнă. Вырăс тарçисем тухса кайсассăн Цевил пек шар курнă çынсем пĕрле пуçтарăнса Хусан ханĕ патне кайнă. Махмед-Амин ханне вырăс патшин тарçисем вĕсене мĕнле майлă çаратса кайни çинчен каласа панă, тархасласа пуç çапнă, япалисене каялла тавăрса пама пулăшу ыйтнă. Çак сăлтавпа тутарсен Магмед-Амин хан вырăс патшинче ларакан Виççĕмĕш Йăван патне ÿпкев çырса янă. Икĕ патша хушшинче тавлашу мĕнле вĕçленсе пĕтни паллă мар ?Собрание государственных грамот и договоров, хранящихся в государственной коллегии Иностранных дел. Ч. 5. Москва, 1894, С. 10/.

Анчах та Кисилев Федора ун хыççăн вырăс посольствипе Крыма янă. Цевил вара паллă çын пулса тăнă. Вырăссем Сюрбей ял çумĕнчи хăйсен крепоçне Цивильск ят пама килĕшнĕ. Ун хыççăн Цивильск çумĕнче юхакан Çавала та вырăсларах е тепĕр майлă Цивиль теме пуçланă. Ку юхан шыв Цивиль ят тухичченех юхнă пуль тетĕп. Унччен Цивиль юхан шывăн тĕп юппи Рунга ятлă пулнă. Тепĕр майлă каласассăн, Рунга сăмахăн вĕçĕ «га» сăмахпа пĕтет. Хальхи вăхăтра та унăн юпписем Унга, Онга, Юнга ятлă. Рунга юхан шывĕ Атăла ?Волга/ юхса тухать. Атăлăн пысăк юпписем Сĕве, Когшага, Ветлуга пулаççĕ. Тата ячĕ улшăниччен вĕсен кÿрши Рунга пулнă. Çак вырăнсенче «га» сăмахпа пĕтекен юхан шыв юпписен ячĕсем тата пур.

Вырăс патши Хаяр Йăван пулнă вăхăтра Рунга, çĕнĕлле Цивиль, юхан шыв хĕрринче пурăнакансем Рунга ятлă вулăса йĕркелесе янă. Сăмахран, вырăсла Аринская, Кинярская, Кувшинская, Сугутская, Утинская ятлă вулăс ячĕсем те юхан шыв ячĕнчен тухнă. Мĕншĕн тесен ват ялĕсем çав юхан шывсен хĕрринче ларнă. Уразлин княçĕн йăхĕсем çак историне лайăх пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен йăхĕ Хайяр Йăван вăхăтĕнче те пурăннă. 1587 çулта вырăс патшин тарçисем Çĕрпÿ крепоçне хăпартса çĕнĕрен хула тума шутланă. Ун хыççăн Çĕрпÿ уесне йĕркелеме шут тунă. Ячĕ вара Цивильск пулса тăнă. Анчах та Уразлин княçĕн йăхĕсем тата Сюрбей ялĕнче пурăнакан чăвашсем хирĕç пулнă, Сюрбей (Сюрбеево) ятнех хăварасшăн пулнă. Вырăс патшин тарçисем килĕшмен. Хулан Çĕрпÿ ячĕ çĕр пÿрт сăмахран тухнă, Сюрбей вара çын ячĕ пулнă. Сăмахран, Уразлин княçĕ çĕр пÿрт хуçи Иван Грозный вăхăтĕнчех пулнă. Çавăнпа та Çĕрпÿ ячĕ çав вăхăтсенче тухма пултарнă.

Явăшран Малти Ăнтавăш пулнă

Тата çавна каласа хăварасшăн. Архивра çакăн пек хутсем тупса вулама май килчĕ. 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Уразлин княç çĕр пÿрт хуçин шутĕнче Якку ятлă паллă çын пурăннă. Унăн хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсем хальхи Муркаш салинчен инçе мар пулнă. Вăл вилсессĕн унăн ывăлĕсем Каракăспа Явăш пĕр-пĕринпе килĕшсех çав Муркаш патĕнчи çĕрĕсене 1604 çулта Чикме уесĕнче пурăнакан чăваша сутса янă. Унччен е ун хыççăн çак Явăш ăçта пурăнни паллă мар. Çавăнпа та Якку ывăлĕ пулнă Явăш хальхи Явăш-Ăнтавăша никĕсленĕ тесе калаймастăп. Тепĕр енчен шутласан пĕтĕм Çĕрпÿ уесĕпе те Явăш ялĕ пĕрре анчах пулнă. Ăна Явăш ятлă çын 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле е 17 ĕмĕр пуçламăшĕнче никĕслеме пултарнă. Тата Хусан ханстви пулнă вăхăтра тата унăн хыççăн вырăс патшалăхĕнче чăваш княçĕ Явăш пурăннă.

1717 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Сюрбей вулăсĕнче Явăш ятлă ял пулнă. Халĕ Малти Ăнтавăш пулать. Çав çулта унта 15 кил шутланса тăнă, 139 чун пурăннă. Чун шутне арçынсене анчах кĕртнĕ. Иккĕмĕш çырав тăрăх 1747 çулта ялта 104 чун пурăннă. Вĕсен хушшинче тĕне кĕртнисем 5 чун пулнă. 1797 çулхи список тăрăх Çĕрпÿ уесĕнчи Яуши, Яндоуши тож ятлă ялта тĕне кĕртнĕ 138 чун пурăннă.

Малти Ăнтавăшпа Кайри Ăнтавăш ялĕсен историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.

Александр СТЕКЛОВ, «Сказание о чувашах» виçĕ томлă кĕнеке авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *