Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Сывлăх кунĕ» кăмăл-туйăма çĕклерĕ

«Сывлăх кунĕ» кăмăл-туйăма çĕклерĕ

Пĕтĕм Раççейри спорт тата сывлăх декадипе килĕшÿллĕн кану кунĕсенче чылай мероприяти иртрĕ. Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шăхасанти «Импульс» спорт комплексĕнче уйрăмах хĕрÿ пулчĕ. Канашри муниципаллă округ ĕçченĕсем, районти тĕп больницăра тăрăшакансем, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тĕрлĕ спорт вăййинче хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç.

Спортпа туслă хастарсем чи малтан хаваслă старта тухрĕç, сĕтел çи теннис, дартс вăййисене хутшăнчĕç, бассейнра ишсе ăмăртрĕç. Кайран командăсем çине пайланса волейбол лапамĕнче тĕл пулчĕç. Тренажер залĕ те пушă пулмарĕ, кашни тĕрлĕ снаряд çинче хул-çурăмне çирĕплетме тăрăшрĕ.

Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов сывлăх декади иртнĕ тапхăрта спорт мероприятийĕсене кашни ял территорийĕнчех йĕркелессине, хамăр сывлăх хамăр алăра пулнине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *