Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Строительсен ĕçне пысăк хак панă

Строительсен ĕçне пысăк хак панă

Шăхасан салинче çĕнĕ поликлиника çурчĕ тума тытăнни çинчен хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ăна çĕршыв шайĕнче йышăнса хăварнă «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕклеççĕ. Паянхи кун поликлиника çуртне хăпартассипе пуçарнă ĕç туллин пурнăçланса пырать.

Унăн тĕп тĕллевĕ — ялта пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси. Çакна шута илсе çĕнĕ поликлиникăн проектĕнче мĕнпур условисене пăхса хăварнă.

Нумаях пулмасть строительство объекчĕпе район больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне, Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çумĕ Александр Федоров çитсе паллашнă.

Строительство организацийĕн директорĕн çумĕ Рафис Хаматов каласа кăтартнă тăрăх, пуçламăш цикла вĕçленĕ. Паянхи куна илсен путвала туса пĕтернĕ, унăн стенисене ăшă тытакан хатĕрпе хупăрлаççĕ, тăпрапа каялла витме хатĕрленеççĕ. Çуртăн пĕрремĕш хутне çĕклеме пуçланă. Строительство хатĕрĕсене участока вăхăтра илсе çитереççĕ.

— Рабочисем ĕçе вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Эпир районти ытти çынсемпе пĕрле строительство ĕçĕсем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Çĕнĕ поликлиникăра медицина пулăшăвĕ çÿллĕ шайра пуласси пĕрре те иккĕлентермест,- палăртрĕ тĕп тухтăр Сергей Александрович.

Сергей Михайловпа Александр Федоров та строительсен ĕçне пысăк хак пачĕç.

Çĕнĕ çурта хута яма 2024 çул вĕçĕнче палăртаççĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *