Четверг, 25 апреля, 2024

Асхва

Ял-сала сăн-сăпачĕ çулсерен илемленсе пырать. Федераци, республика тата вырăнти бюджет вăйĕпе йăла çурчĕсене, халăх йышлăн пуçтарăнакан вырăнсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Активистсем тăрăшнипе кашни ялта тенĕ пекех пĕлтерĕшлĕ чылай проект хута каять. Çут çанталăк тусĕсем йывăç-хунав лартса парксемпе аллейăсем чĕртсе тăратаççĕ. Чăн та, хамăр патăмăрта пулса иртекен ырă улшăнусем куç умĕнче. Хаçат тусĕсене вара кашни ял территорийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарас тĕллевпе ятарлă кăларăма тепĕр хутчен кун çути парас терĕмĕр. Хаçатăн пĕр страници номертен номере уйрăм ял территорийĕсен çитĕнĕвĕсене кăтартса пырĕ. Алфавит йĕркине пăхăнас пулсан, Асхва территорийĕ чи малтан старта тухĕ, унтан эстафетăна ыттисем малалла илĕç.

Газ заправки уçăлнă
Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Асхва ялĕ çывăхĕнче çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен заправка уçăлнă. Ăна патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн хутя янă. Автомобильсене метанпа тивĕçтерекен компрессор станцийĕсен шутне Чăваш Енре ултта çитерме палăртаççĕ. Асхва çумĕнчи планпа пăхнин — иккĕмĕш, пĕрремĕшне кăшт маларах Муркаш тăрăхĕнче ĕçе кĕртнĕ пулнă. М-12 автоçула хута ярсан республика урлă иртекен транзит юхăмĕ тата та пысăкланĕ, çакăн йышши заправкăсем автомобилистсен кăмăлне туллин тивĕçтерме май парĕç.

Шкула тĕпрен юсанă
«Шкулсенчи пĕлÿ системине çĕнетесси» федераллă программăпа килĕшÿллĕн Вырăскас Пикших шкулне тĕпрен юсанă. Çак тĕллевпе Мускавран 108 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Планпа юсав ĕçĕсене кăçал пуш уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. Подрядчик хытă тăрăшнипе объекта срокран чылай маларах йĕркене кĕртме май килнĕ. 1977 çулта хăпартнă çурт вăйлах юхăннă пулнă, халĕ вăл хăтлăхĕпе хулари пĕлÿ çурчĕсенчен пĕрре те кая мар. Юсав вăхăтĕнче ачасем Уçырма шкулне вĕренме çÿренĕ, шкул автобусĕсем вĕсене ирхине уроксене вăхăтра ĕлкĕртсе кайран каялла леçнĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тăван ялти шкул çĕнелнишĕн чун-чĕререн савăнаççĕ.

ГТО лапамĕ йĕркеленĕ
Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем ГТО нормативне тултарнине хаклакан ятарлă лапам вырнаçтарнă. Ĕçсене Ульяновск хулинчи «Мост» тулли мар явап-лă пĕрлĕх ĕçченĕсем пурнăçланă. Строительсем чи малтан лапам никĕсне бетон сарса çирĕплетнĕ, вăл хытса çитнĕ хыççăн тренажерсем вырнаçтарнă. ГТО нормативĕн тĕрĕслевĕ валли 21 тĕрлĕ спорт хатĕрĕ пур. Вĕсене «Демографи» — Наци, «Спорт — пурнăç норми» федераци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн туяннă. Çу кунĕсенче снарядсем çинче çамрăксем яланах йышлă.

Диод — перекет хатĕрĕ
Урамри çутă светильникĕсем электроэнергие витĕмлĕ шутлаççĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх тÿснĕ самана тапхăрĕнче ялсем каç тĕттĕмлĕхне путни те пулнă. Пысăк ватлă лампăсен çутисем «çиекен» бюджет укçине пĕлтерĕшлĕрех çĕре ĕçе кĕртме тăрăшнă ахăртнех. Халĕ лару-тăру пачах урăхла. Юпасем çинче диод ламписем çутаççĕ. Урамри çутă электролинийĕ çине вăхăт таймерĕсемпе ятарлă счетчиксем вырнаçтараççĕ. Юлашки вăхăтра ку енĕпе Вырăскас Пикших ялĕнче те пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Çакă вырăнти бюджет укçине витĕмлĕ перекетлеме май панă.

Ялта çул пĕлтерĕшĕ пысăк
Ĕлĕкрех ялсене кĕрлĕ-çурлă тата вăйлă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн кĕрсе тухма питĕ те чăрмавлăччĕ. Çынсем хăйсен автомашинисене тĕп урам вĕçне (чылай ялта вăл асфальтпа витĕннĕ) е ял çумне лартса хăваратчĕç. Хурçă учĕпе килĕ умнех çитесси çинчен çав çулсенче кашниех ĕмĕтленнĕ паллах. Ара, кун пек чухне шухăшпа та лăпкă тăратăн-çке.
Халĕ ялсенчи урамсене кашнине тенĕ пекех вакă чулпа сарса çирĕплетнĕ. Асхва ялĕнче пурăнакансем ыйтнипе Зеленая урамри çула 550 метр тăршшĕ юсанă, ĕçсене «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем пурнăçланă. Çавăн пекех Асхвари Николаев, Матросов тата Тĕп урамсен хăш-пĕр лаптăкĕсене те йĕркене кĕртнĕ. Юсав ĕçне Вырăскас Пикших ялĕнчи Западная урамра та ?135 метр/ туса ирттернĕ.

Вырăнти пуçару программи
Асхва территорийĕнче таса та сиплĕ шыв ыйтăвĕ патне пысăк яваплăхпа пыраççĕ. Урам хушшинчи тарасасене юсаççĕ, тĕпĕсене тасатса тарăнлатаççĕ. Халĕ ялсенчи кашни пусă искусство произведенийĕ тейĕн. Вĕсене вырăнти ал ĕç ăсти Сергей Иванов йĕркене кĕртнĕ. Ял халăхĕ те айккинче юлман, мĕншĕн тесен çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе вырăнти пуçару программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Кашни тенĕ пекех вăй çитернĕ таран укçа-тенкĕн пĕр пайне пухса панă, хăй пурăнакан урамри тараса çĕнелессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Асăннă программăпа Асхва тата Вырăскас Пикших ялĕсенче виçшер тарасана йĕркене кĕртнĕ, çавăн пекех Вырăскас Пикшихри пĕр çăла юсаса капăрлатнă. Вырăнти çăл куçсене тасатса тирпейлес ĕçе кăçал та малалла тăсĕç.

Ача сасси — ял илемĕ
Çуллахи вăхăтра Аслă Мами ялĕнчи Солнечная тата Восточная урамсенче, Асхва ялĕнчи Победа урамĕнче тата Вырăскас Пикших ялĕнчи Ленина урамĕн-че ача-пăча лапамĕсем вырнаçтарнă. Пĕчĕк шăпăрлансем халĕ тĕрлĕ вăйă хатĕрĕсем çинче куна хаваслă тата аслисен куçĕ умĕнче ирттерме пултараççĕ. Лапамсем яланах таса та тирпейлĕ тăччĕр тесе çывăхра урнăсем пăхса хăварнă. Субботниксене тухсан вăйă лапамĕсем тавра йывăç-хунав лартнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *