Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сывлăха упрасси хамăртан килет

Сывлăха упрасси хамăртан килет

Чĕре — çыннăн тĕп органĕ. Тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çак чире пула 17,5 миллион çын пурнăçран уйрăлнине палăртать. Районта çак чир вара 13 479 пин ытла çынна асаплантарать. Пĕлтĕр районта чĕре чирне 2333 çыннăнне пĕрремĕш хут тупса палăртнă. 35 çын инфаркт илнĕ.

20-25 процент чирлисен вăл систермесĕр иртет. Сахăр диабечĕпе аптăракансене те тиркемест инфаркт. Ытларах 70-75 çулсенчи çынсене хавшатма пăхать. Пациент вăхăтра сиплеве пуçăнни чиртен сыхланма май парать.

Чире маларах тупса палăртма диспансеризаци пулăшать. Ăна аталанма пуçланă тапхăрта тупса палăртассинче шăпах çак тĕрĕслев тÿпи пысăк. Кирек кам та ун витĕр тухма пултарать, çак тĕллевпе вырăнти врач-участковăй патне е районти тĕп больницăна пымалла. Диспансеризаци тухнă чухне юна, унри холестирин, глюкоза шайне тĕрĕслеççĕ. Электрогардиограмма, флюорографи кăлараççĕ.

Пирĕн сывлăх хамăрăн алăра. Çавăнпа сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, унăн йĕркине тытса пыракансене чир питех аптратмасть. Эрех ĕçни, пирус туртни, наркоманипе аташни, ÿт хушни те сиенлĕ. Енчен те юн пусăмĕ 140/90 пулсан артерисем пĕрĕнеççĕ, юн çаврăнăшĕ пăсăлать. Инсульт аталанас хăрушлăх ÿсет. Кун пек чухне тухтăр патне каймаллах.

Йывăр ĕç условийĕ тата тарăхни те чĕрене сиен кÿрет. Юлташсемпе чуна уçса калаçни аван. Хăвăра лăпкă тытмалла, спортпа туслашмалла, тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Çуллă мар сĕт тата тачка аш-какай продукчĕсемпе усă курмалла. Пăтă, пахча çимĕç улма-çырла çини усăллă. Çĕр улминчен, шурă рисран, çăнăхран пĕçернĕ апатсене сахаллатмалла. Ытлашши тăварлă та çимелле мар. Çавна май давлени ÿсме пултарать. Чĕрепе юн тымарĕсен «катастрофи» пуласран асăрханмалла.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе вĕсен аталанăвĕн хăрушлăхне тупса палăртнисен тухтăр сĕнĕвĕсене туллин пурнăçламалла. Сипленмелли эмелсене вăхăтра ĕçмелле.

Сывлăхăр пирки куллен шухăшлăр. Хăвăра упрăр, сывлăхлă пулăр!

Владимир Игнатьев,
район больницин врач-кардиологĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *