Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Хастар чĕреллĕ çын

Хастар чĕреллĕ çын

Вырăскас Пикших каччи Иванов Сергей Сергеевич, нимĕнле ĕçрен те ÿркенменскер, тă-ванĕсемпе пĕрле Асхва ялĕнче йывăçран япаласем тăвакан цех уçнă.

Усă куракан йывăçĕ те ăвăс е хурама мар — юман иккен. Юманĕ чăвашăн-и, тесен, пирĕн тăрăхра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пулнă хаяр сивĕ тивнипе кунти юманран тунă сĕтел-пуканăн е ытти япалан пахалăхĕ тавар туянакансене килĕшмесен те пултарать, тесе каларĕ мана ăстаçă. Кирлĕ пахалăхлă йывăçа Сергей Сергеевич Хусанти курттăммăн тавар сутакан базăра туянать иккен. Унта, вăл каланă тăрăх, юмансăр пуçне ытти йывăç та туянма пулать. Сăмахран, Америкăра ÿсекен мăйăр йывăçĕ. Ун диаметрĕ пĕр метртан та пысăкрах пулма пултарать. Сергей Иванов сĕтел-пукана, креслосене, интерьерта кирлĕ илемлĕ хатĕр-хĕтĕре Кавказра ÿсекен юманран тăвать. Сĕтел-пукан ăстин тата хаклăрах йывăçпа ĕçлесе пăхас кăмăл та пур.

Сергей Иванов обществăлла ĕçре те хастар. Пултаруллă арçынна Вырăскас Пикших шкулĕнче Ашшĕсен канашĕн председательне суйланă. Унăн икĕ ывăл, асли виççĕмĕш класа çÿрет, кĕçĕннин кăçал пуçласа шкула каймалла. Кăçал ялти шкула тĕпрен юсанă. Шкулта вĕренекен ачасен ашшĕсем те ку ĕçе май килнĕ таран хутшăннă. Шкулта экологи отрячĕ пур. Ăна Тимофеева Рема Васильевна ертсе пырать. Ачасем кашни çулах шкул пахчине шăнкăрч йăвисем çакаççĕ.

— Эсĕ ялта çуралса ÿснĕ пулсан, сан хăвăн тăван ялу аталантăр, илемлентĕр, чечеклентĕр тесе тăрăшмалла, — тет Сергей Сергеевич. — Пĕлтĕр, сăмахран, эпир тăваттăн Асхвари тата Вырăскас Пикших ялĕнчи урамсенчи ĕлĕк усă курнă ултă çăла тасатса тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Мĕн-ха вăл тирпей-илем; Çăл çумне бетонран площадка турăмăр, йĕри-тавра карта тытрăмăр. Çăлсем илемĕ-пе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Кашнин — хăйĕн илемĕ. Вырăскас Пикшихри çăл куçа — ваттисем каланă тăрăх, ĕлĕк унта çур ял шыв ăсма çÿренĕ — тасатса юхакан турăмăр. Ман атте Асхваран, анне — Вырăскас Пикшихрен. Ман тахçанах çак ялсене тирпей-илем кĕртес ĕмĕт пулнă. Тумалли ĕçсем татах тупăнĕç-ха. Пирĕн халь ял администраци ертÿçи çамрăк, ĕçчен, пултаруллă. Ялсен сăн-сăпатне илемлетес тесе чунтан-вартан тăрăшать.

Сергей Украинăри ятарлă операцие хутшăннă салтаксене пулăшма ĕçе йĕркелесе яракан хастарсенчен пĕри пулнă. Ытла нумаях та пулмасть вăл сĕннипе Канаш волонтерĕсем Асхвана пухăнса салтаксем валли блиндажсенче усă курмалли çурта шăратма тытăннă. Икĕ çĕр ытла çурта хатĕрлесе панă та ĕнтĕ.

— Кашнинчех вăтăр çын ытла пухăнать, савăк кăмăлне пытараймасть Сергей Иванов, — хĕрарăмсем банкăсем ăшне картон чикеççĕ, арçынсем унта шăратнă парафин яраççĕ, теприсем кăмака валли вутă çураççĕ. Анат Сурăм ялĕнчи салтак амăшĕсем çурта тума картон тултарсах банкăсем икĕ хутчен илсе килсе пачĕç.

— Эсир салтаксем валли тата тепĕр çĕнĕ япала — окопсене витмелли маскировка çĕлеме тытăнасшăн тенине илтнĕ…

— Ку хальлĕхе паллă мар-ха. Е кунта çĕлетпĕр, е урăх çĕрте… Кунта оборудовани кирлĕ. Вăт çавăн пек хастар чĕреллĕ çын вăл, Иванов Сергей Сергеевич.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *