Понедельник, 4 декабря, 2023
Главная > Публикации > Хучелсем йĕлтĕр спортне кăмăллаççĕ

Хучелсем йĕлтĕр спортне кăмăллаççĕ

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашри муниципаллă округра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2023» ăмăрту иртрĕ. Çак спорт уявне çулсерен «Космонавт» лагерьте тата ял территорийĕсенче йĕркелеççĕ.

Ăмăртăва уçнă хыççăн VIP-чупу старт илчĕ. Çак ушкăнта Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов мала тухрĕ, вăл Канаш тăрăхĕнче пурăнакансене ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

Унтан кĕçĕн çулсенчи ачасем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Хучел шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Диана Казакова финиша пĕрремĕш çитрĕ. Кăшт аслăрах ÿсĕмри хĕрсен хушшинче каллех пирĕн шкул хĕрачи Есения Алексеева çĕнтерчĕ. Вăл пĕлтĕр Шупашкарта йĕлтĕр спорчĕпе ирттернĕ ăмăртуран призер пулса таврăннăччĕ. Есения тата Ева — йĕкĕрешсем, пĕр тăванĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2023» ăмăртура виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

«Космонавт» лагерьте йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Прохор Григорьев, Ксения Казакова, Павел Казаков, Богдан Григорьев тата Стас Кириллов лайăх кăтартусем тума пултарчĕç.

Аслă çулти спортсменсен хушшинче те Хучел çамрăкĕ-сем палăрчĕç. Александр Иванов — пĕрремĕш, Кирилл Павлов дистанцие иккĕмĕш чупса тухрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Дарья Кириллова пĕрремĕш пулчĕ, Виктория Алексеева иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Тепĕр эрнерен, нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче, йĕлтĕрçĕсем Канаш хулинче йĕркеленĕ трасса çинче тĕл пулчĕç. Александр Ивановпа Кирилл Павлов унта та пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак маттур каччăсем шкулта пĕлÿ пухакан ачасене пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарса пыраççĕ.

Виктор ФЕДОРОВ, Хучел шкулĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code