2011 çултанпа нарăс уйăхĕнче Тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçласа пуç хунă Раççей салтакĕсене асăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннă хыççăн пирĕн çĕршыв ытти патшалăхра пыракан 30 ытла вăрçа хутшăннă. Вĕсенче 25 пин ытла çар çынни пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Чи хăрушши — пирĕн паттăрсене Афганистанра кĕтнĕ. Вĕсем ют çĕршыв çĕрĕ çинче, сăрт-ту хушшинче, чăтмалла мар шăрăхра тата тĕттĕм сивĕ каçсенче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ.
Совет çыннисен çемйине «Афганистан» ăнлав 1979 çулхи раштав уйăхĕнче кĕнĕ, çав тапхăртанпа тăван тăрăха салтаксен вилнĕ хучĕсем, цинк тупăксем тата аманса сусăрланнă яшсем таврăнма тытăннă. Афган вăрçинче Канаш хулипе районĕнче çуралса ÿснĕ 18 каччăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, пĕри — хыпарсăр çухалнисен йышĕнче.
Çакнашкал йывăр çухату Вăрман Енĕш ялĕнче те пулнă. Афганистан çĕрĕ çинче интернационаллă тивĕçе пурнăçланă чухне Алексей Алексеевăн куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăннă. Паттăр ентешĕн ятне асра тытса нумаях пулмасть ял-йыш йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту ирттернĕ. Старта салтакăн тăванĕсем, тус-юлташĕ, ял хастарĕсемпе ватăсем тата шкул ачисем тухнă.
Тăванĕсемпе ял-йыш Алексей Алексеевăн çутă сăнарне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ.