Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех никĕсленнĕ

Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех никĕсленнĕ

Паянхи калавра кайăкялĕн несĕлĕсем ăçта пурăннă тата çак ял миçемĕш çулта йĕркеленсе кайма пултарни çинчен каласа парасшăн.
Кашни яла кĕрес умĕн çул хĕррине тимĕртен каркас туса стелăсем вырнаçтарнă. Тăрринче герб, аяларах яла никĕсленĕ çула палăртнă. Тата аяларах пысăк щит çине ял ятне — малтан вырăсла, унтан вара чăвашла çырнă.
Стелăсене вырнаçтарнăранпа пĕр виçĕ çул та иртрĕ пулĕ. Машинăпа иртсе каякан çынсене ял çинчен çырнă хыпара вуласа пĕлме ку питех те лайăх. Халĕ ял уявĕсене паллă тăвасси ырă йăлана кĕчĕ. Хăшĕ-пĕри уяв тĕлне ялĕ миçемĕш çулта йĕркеленсе кайнине çырса пĕлтерме тăрăшать, теприсем, ялăн историне туллин пĕлменнипе, унăн кунне анчах паллă тăваççĕ.
Чăнах та, хамăрăн авалхи несĕлсене хисеплесе ял уявĕсене ирттернин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк тата пархатарлă. Анчах та ял историйĕсене пурте тарăннăн пĕлменни кăмăла хуçать. Сăмахран, Малтикас Шĕкĕр ялĕ çумĕнчи стела çине вăл 1549 çулта йĕркеленсе кайнă тесе çырнă. Анчах та ĕлĕкхи хутсем тăрăх çак ял 1790 çулсенче Малтикас Шĕкĕрĕн выççăлки анчах шутланнă. Çавна май 240 çулĕ суя пулса тухма пултарать.
Канашри муниципаллă округ сайчĕ çинче Кайăкялĕ пирки çырнă калава вулама май килчĕ. 2019 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Кайăкялĕнче ял уявне ирттерни çинчен палăртнă. Ялĕ 1733 çулта никĕс-
леннĕ тесе пĕлтернĕ. 2008 çулта Чăваш энциклопедийĕн виççĕмĕш томĕ кун çути курчĕ. Унта Кайăкялĕ çинчен çырса кăтартнă пĕчĕк калав та пур. Çав энциклопеди пĕлтернĕ тăрăх, 1721 çулта Кайăкялĕнче 39 чун пурăнни паллă. Тата çакна палăртса хăварасшăн, архиври хутсене тишкернĕ май 1710 çулта Кайăкялĕнче ултă кил пулни курăнать. Вĕсем виçĕ ясак тÿлемелĕх çĕр тытса тăнă. Ĕлĕкхи нормăпа пĕр ясак-ра сакăр теççетин çĕр пулма пултарнă. 1717 çулта 16 арçын, 18 хĕрарăм пурăннă. Автор шутланă тăрăх, Кайăкялĕ 17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле (пĕр аллă çул маларах) йĕркеленсе кайма пултарнă.
Вырăс патши Пĕрремĕш Петĕр вырăс патшалăхне малалла аталантарма тăрăшнă. Нумай реформа тунă. Ĕмĕтленнĕ реформăсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ пулнă. Çавăнпа та ытларах суту-илÿ ĕçĕсене тĕнчипех сарма тăрăшнă. Ун пек ĕçсем тума суту-илÿ флочĕ анчах мар, вĕсене сыхлакан çар флочĕ те кирлĕ пулнă. Мĕншĕн тесен тинĕссен те хăйсен хуçисем пулнă. Вĕсем хăйсене пысăк налук тÿлемесĕр (вырăсла «дань» теççĕ) суту-илÿ ĕçĕпе ĕçлеме ирĕк паман.
Пысăк налук тÿлемен купцасене çаратма тăрăшнă. Вырăс патшалăхĕн ирĕксĕрех тинĕс хуçисен шутне кĕмелле пулнă. Анчах та тинĕс патши пулма малтан тинĕс патшисен патшалăхĕсене çĕнтермелли е хăратма вăйлă çар флочĕ кирлĕ пулнă. Анчах та 17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле вĕсене çĕнтерме вырăс патшалăхĕн вăйлă çар флочĕ пулман. Çавăнпа та вырăс патши карапсем тума хушнă.
Ĕлĕк вĕсене йывăçран ăсталанă. Лăпкă мар тинĕсре нумай çул хушши ишмелли карапсене çирĕп йывăçсенчен тумалла пулнă. Çирĕп йывăç вăрманĕсем Хусан кĕпĕрнинче нумай ÿснĕ. Çавăнпа Хусанта малтан карапсем тума верфь, ун хыççăн адмиралтейство уçнă. Чаплă вăрмансене вырăсла «корабельная роща» категорине кĕртнĕ. Ун пек вăрмансене хытă сыхланă. Унта вылăх-чĕрлĕхе те, халăха та кĕртме хушман. Анчах та карап тума пуçличчен малтан чăтлăх вăрмана кĕмелле пулнă. Çĕр çулхи юман, хыр тата ытти йывăçа тÿнтерсе турачĕсенчен тасатнă хыççăн сĕтĕрсе тухмалла. Вăрмантан туртса кăларнă йывăçсене Хусана çитерсе памалла пулнă.
Йывăр ĕçе пурнăçлама халăх вăйĕ нумай кирли вăрттăнлăх мар. Çавăнпа ял халăхне те çав ĕçе явăçтарнă. Норма çитерсе парса вăрман кастарнă. Анчах та çавăн пек пысăк ĕçе пурнăçлама хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеме килĕшекен çынсен ушкăнĕсене йĕркелеме тăрăшнă. 1740 çулсенче çакăн пек ушкăн çыннисене пурăнма Кайăкялĕнче вырнаçтарнă. 1748 çулта халăхăн иккĕмĕш çыравне Кайăкялĕнче те ирттернĕ. Çав çырав тăрăх ялта 76 чун пурăнни паллă. Вĕсен хушшинче тĕне кĕнисем 50 чун шутланса тăнă. Çав йышра анчах куçса килнĕ Аслă Маминчен — 2 чун, Мачисăвăран (халĕ Питтикасси) — 11 чун, Тăвайĕнчен — 3 чун, Хапăсран (халĕ Вăрнар районĕ) — 2 чун, Изамбаевăран — 1 чун, Çĕнĕ Изамбаевăран — 3 чун, Ĕнелтен — 1 чун, Чуракассинчен — 1 чун, Йăнтăрччăран (халĕ Тăвай районĕ) — 2 чун, Çатăрка Çырминчен — 1 чун, Терпитрен — 3 чун, Байрашевăран (ку ял Шупашкар уесĕнче пулнă) — 2 чун, Кăрмăш уесĕнчи Карачурăран 4 чун пурăнни çинчен çырнă.
Вăл вăхăтра чун шутне арçынсене анчах кĕртнĕ. Ытти çулсенче те вăрман касакан ушкăнсене çак ялта вырнаçтарма пултарнă. Хăшĕ-пĕри каялла тухса кайнă. Ялта пурăнакансен йышĕ самай ÿсни паллă. Эпĕ шутланă тăрăх, йышлă халăх унталла-кунталла çÿренĕрен кÿршисем вĕсене вĕçсе çÿрекен
кайăксемпе танлаштарма пултарнă. Çавна май ял çумне философи манерлĕ Кайăк ячĕ çыпçăннă.
1780 çулччен вырăсла çырнă Шакулово, Каликово тож Сĕве уесĕнчи Утинский вулăсра пулнă. Административлă реформăсем ирттернĕ хыççăн Çĕрпÿ уесне малтанхи вулăс ячĕпех кĕртнĕ. 1790 çулсенче Пĕрремĕш Татмăш ятлă вулăса йĕркелесе янă. Шакулово, Каликово тож яла çак çĕнĕ вулăса кĕртнĕ. Вырăсла çырнă ячĕнчен хăш ялĕн выççăлки пулни тÿрех курăнать. Кĕскен çырнă Кайăкял историйĕ çавăн пек пулса тухрĕ.

Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах» трилоги авторĕ
Юрий НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *