Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ сортсемпе паллашнă

Çĕнĕ сортсемпе паллашнă

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Çĕр улми» курав иртнĕ.

Вăл икĕ куна пынă. Унта пирĕн муниципаллă округран та пысăк делегаци хутшăннă.

Курава пуçтарăннисем ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕпе паллашма тата унăн вăрлăхне туянма пултарнă. Мероприятире çĕр улмисĕр пуçне пыл, чей, хунав тата ытти çимĕçе хаклама сĕннĕ.

Курава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе килнĕ. Вăл пирĕн республикăра чипсы кăларма тытăнассине пĕлтернĕ. Ку проектпа Патăрьел тăрăхĕнчи пĕр предприяти ĕçлет. Унта шăпах çак тĕллевпе ятарлă цех хута каймалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *