Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Культура ĕçченĕн кунĕ тĕлне çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ

Культура ĕçченĕн кунĕ тĕлне çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ

Ĕнер Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Ăна «Культура» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Ял çыннисен савăнăçне çав кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрле пайларĕ.

Олег Алексеевич пушă алăпа килмен, вăл Юмансар ялĕнче ÿссе çитĕнекен ачасем валли «Раççейĕн тĕрленĕ картти» пазл парнелерĕ. Культура ĕçченĕн кунĕ умĕн çакнашкал хăтлă объект хута кайнин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк пулнине палăртрĕ.

Çутă та капăр зала пуçтарăннă халăха Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова та саламларĕ, культура ĕçченĕсене профессие чунпа парăннăшăн, пысăк ăсталăхшăн тата тапса тăракан вăй-халшăн тав турĕ.

Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов кермен евĕр илемлĕ культура çуртне Юмансар ялĕнче тума май килнишĕн республика ертÿлĕхне тав сăмахĕ каларĕ, культура учрежденине ял халăхне тăтăшах концертсемпе савăнтарма музыка инструменчĕ парнелерĕ.

Икĕ хутлă культура çурчĕ пĕр вăхăтрах 150 çынна йышăнма пултарать. Пĕрремĕш хутра пысăк концерт залĕ, вестибюль, гардероб вырнаçнă, иккĕмĕшĕнче — чăн-чăн искусство кĕтесĕ, пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕрлĕ кружока çÿрекенсем унта вăхăта усăллă ирттерме пултарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *