Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Призер пулса таврăннă

Призер пулса таврăннă

Республикăра çулсерен пуш уйăхĕнче «Эпĕ — тĕпчевçĕ» конкурс иртет.

Унта ача садне çÿрекенсем тата кĕçĕн класра вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Ачасем «Гуманитари», «Физика», «Чĕрĕ çут çанталăк» тата ытти ăслăлăх енĕпе тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеççĕ.

Кăçал республика шайĕнче ирттерекен ăмăртăва 18 муниципаллă округпа 5 хула хутшăннă, вĕсем хаклав комиссине 449 ĕç тăратнă. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин витĕмĕнче тăракан пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче конкурсăн куçăмлă тапхăрĕ иртнĕ. Тÿресем унта валли пĕтĕм ĕçсенчен суйласа илнĕ чи лайăх 134 тĕпчев ĕçне кĕртнĕ.

Финала тухнисене тÿресем Шупашкар хулине йыхравланă. Вĕсен йышĕнче Пайкилт ялĕнчи «Хĕвел» ача сачĕн аслă ушкăнне çÿрекен Тихон Васильев та пулнă. Унта вăл «Тип çу вăрттăнлăхне» уçса панă. Тĕпчев ĕçне пултаруллă ача хăйĕн воспитателĕпе Татьяна Кузьминапа пĕрле хатĕрленĕ. Çак яваплă ĕçе Тихонăн ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăннă. Вĕсем пурте пĕрле пуян материал хатĕрленĕ, çак тĕллевпе кĕнекери тата тĕнче тетелĕнчи тĕпчев ĕçĕсемпе анлă усă курнă. Презентацие туллин уçса пама вĕреннĕ.

Тÿресем ача презентацилекен материала хăй мĕнле ăнланнине, çынсем патне илсе çитерме пултарнине хакланă. Çавăн пекех унăн актуаллă пĕлтерĕшне те шута илнĕ.

Тихон Васильев Шупашкартан виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. Çак çитĕнÿпе ăна пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Татьяна КУЗЬМИНА, воспитатель

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code