Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чăваш чĕлхи ячĕпе – пĕр пулар!

Чăваш чĕлхи ячĕпе – пĕр пулар!

175 çул каялла, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш çутлăхне çул уçнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Чăваш Республикин Аслă Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăларнă йышăнупа Иван Яковлевич Яковлев çуралнă куна Чăваш чĕлхи кунĕ тесе çирĕплетнĕ.

Çак паллă куна халалласа Шăхасан салинчи «Çеçпĕл» ăс-хакăлпа пултарулăх центрĕнче «Чăваш Улăпĕн ячĕ манăçмĕ нихçан!» ятпа уяв иртрĕ.

Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевăпа Наталья Антонова чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулнине палăртрĕç. Иван Яковлевич ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулни, унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлменни çинчен калаçрĕç. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пирки асăнса хăварчĕç.

Чăваш чĕлхи кунне тата Аслă Патриархăмăр =уралнёранпа 175 çул çитнине паллă тума Энтрияль, Вăтапуç, Карăклă, Уçырма, Пайкилт, Атнаш, Çеçпĕл вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем килсе çитрĕç. Шкул ачисем тăван халăха çутта кăларассишĕн аллă çул хушши вăй хунă И. Я. Яковлева, чăваш чĕлхине сума суса сăвă-юрă шăрантарчĕç. Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тесе каланă сăмахсене çирĕплетсе вăйă тата конкурс иртрĕ. «Чăваш клавиатури» ăсталăх-класĕ уява хутшăнакансемшĕн усăллă пулчĕ.

Канаш муниципаллă округăн ача-пăча ÿнер шкулне çÿрекен ачасен фольклор тата купăсçăсен ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Шăхасанти «Хĕлхем» ача садне çÿрекен шăпăрлансем те сăвăпа тата ташăпа уява илем кÿчĕç.

Чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи, ăна суйлама та, сутăн илме те çук, кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.

Лариса ЕВГЕНЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *