Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Мускав пĕлĕтне хÿтĕленĕ хĕр

Мускав пĕлĕтне хÿтĕленĕ хĕр

Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килет. Çак кун пĕтĕм çынна хумхантарать, пысăк савăнăçпа кашни çемьери сапланми çухатусене, тÿрленми чĕре суранĕсене пĕрлештерет.

Çул хыççăн çул иртнĕ май вăрçăн йывăр çулĕсем каярах та каярах тăрса юлаççĕ. Анчах та салтаксен паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ яланах халăх асĕнче.

Пĕлетпĕр, хăрушă вăрçă вут-тăвăлĕнче арçын салтаксен кăна мар, хĕрарăмсен те пулма тÿр килнĕ. Вĕсенчен пĕри – Канаш районĕнчи (халĕ Канаш муниципаллă округĕнчи) Микушка ялĕнче пурăнса ирттернĕ Перасковья Михайловна Николаева. Анчах та темле сăлтавпа унăн ятне Канаш районĕнчи Астăвăм кĕнекине кĕртмесĕр хăварнă.

Мĕнлерех килсе тухнă-ха унăн кун-çул шăпи?

Пераскева (Перасковья) Михайловна Николаева Çĕрпÿ уесĕнчи Тăрмăш салинче (халĕ Тăрмăш сали Тăвай муниципаллă округне кĕрет) 1924 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче кун çути курнă. Унăн йăх тымарĕсем те асăннă Тăрмăш салинченех пулнă. Ашшĕпе амăшĕ, Федоров Михаил Федоровичпа Степанова Анна Степановна, хăй вăхăтĕнче Тăрмăш салинчен Микушка ялне куçса тĕпленнĕ. Çемьере ача-пăча чылай çуралнă, анчах та тĕрлĕ чире пула вĕсенчен чылайăшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕпе утса тухаканнисем вара тăваттăн пулнă (Ульяна (Ольга), Анастасия, Пераскева тата Евдокия).

Перасковья Михайловна çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă (вăл вăхăтра ку самай пысăк вĕренÿ шайĕ пулнă). Çамрăк хĕр колхоз ĕçĕсене кÿлĕннĕ. Анчах та мирлĕ пурнăçа хăрушă вăрçă чарса лартнă. Вăйпитти арçынсемпе хĕрсем пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче, 1942 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче, акă, Перасковья Михайловнана та Хĕрлĕ çара мобилизациленĕ. Çак вăхăтран пуçласа 1945 çулхи июлĕн 23-мĕшĕччен Перасковья Михайловна çарта пулнă.

Пирĕн ентеш мĕнле çар службинче пулнине ăнланма çакна каласа хăвармалла.

Перасковья Михайловна Николаева пирĕн Тăван çĕршывăн «чĕрине» – Мускава хÿтеленĕ. Истори докуменчĕсем тăрăх, вăл Мускава хÿтĕлесе çапăçакан çăмăл газ тултарнă вĕçмелли аппаратсен (аэростатсен) дивизийĕн 10-мĕш полкĕнче службăра тăнă. Кăна Тăвай райвоенкоматĕнчен панă справка çирĕплетсе парать (основание: Алфавитная книга призванных по мобилизации по Янтиковскому РВК Чув. АССР с момента объявления войны).

Мĕн тĕллевпе йĕркеленĕ çакăн пек полксене; Ун пирки истори докуменчĕсенче çапла çырса кăтартнă: «Дивизия аэростатов заграждения предназначена для борьбы с воздушным противником методом создания зон воздушного заграждения в зоне противовоздушной обороны Москвы и решения боевых задач во взаимодействии с соединениями других родов войск».

1945 çулхи çу кунĕсенче Перасковья Михайловна, пирĕн çĕршывăн тĕп хулине хÿтĕлекенĕ, яла таврăннă. Çак тапхăртан пуçласа мĕн пенсине тухиччен колхоз, совхоз ĕçĕсенче вăй хурса тăрмашнă. 1973 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех совхозра çунтармалли-сĕрмелли материалсене турттаракан лавçă пулса ĕçленĕ.

1951 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Николаев Николай Николаевичпа (15.05.1927 – 19.02.1992) мăшăрланнă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе нумай çул пурăннă, яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă вĕсен: лашасем, сурăхсем (50 пуç таран та çитнĕ вĕсен шучĕ), хур-кăвакал, сыснасем, ондатрăсем те ĕрчетнĕ, пыл-хурчĕсем те тытнă…

Перасковья Михайловнапа Николай Николаевич ултă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ: Николай (1952), Анатолий (1954), Валентина (1957), Владимир (1960-2004), Андрей (1963) тата Эмма (1967). Пур ачи те вăтам тата аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕпе хастар утнă, утаççĕ те. Аслă ывăлĕ, Николай Николаевич, Канаш районĕн ветеринари службине нумай çул ертсе пырса тивĕçлĕ канăва тухнă. Анатолий, Валентина тата Эмма – педагогсем. Эмма халĕ те шкул ачисене биологи енĕпе ăс-тăн парас ĕçре вăй хурса ĕçлет. Андрей, Сызрань хулинче политехника енĕпе вĕренсе пĕлÿ илнĕскер, нумай çул Канашри пушар хурал службинче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Владимир ывăлĕн кăна, медицина енĕпе пĕлÿ илнĕскерĕн, пурнăç çулĕ кĕске килсе тухнă.

Пирĕн правительство Николаева Перасковья Михайловнана вăрçă çулĕсенче хастар пулнăшăн нумай наградăсем парса чысланă. Вĕсен шутĕнче: «Мускава хÿтĕленĕшĕн» медаль тата юбилей медалĕсемпе хисеп паллисем.

2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче, хĕвел хĕртсе пăхнă кун, Перасковья Михайловна Николаева пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Вăл Микушка ялĕн масарĕнче канлĕх тупнă.

Манас марччĕ нихăçан та пирĕн мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă çĕршывăн ывăл-хĕрне, яланах асра тытасчĕ.

Алевтина Волкова

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *