Çĕнтерÿ кунĕнче Асхвара çуралнă контр-адмирал Валерий Андреев тăван ялĕнче пурăнакансене уявпа саламланă.
Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕпе Сергей Михайловпа пĕрле вăл Астăвăм мемориалĕ умĕнче йĕркеленĕ митинга хутшăннă, ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хунă.
Сергей Николаевич Валерий Андреева енте- шĕсен умĕнче Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулнине çирĕплетекен хăйăва çыхса янă тата удостоверени панă.