Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Агрослетра ял-сала малашлăхне çамрăксен куçĕпе хаклассине тĕп вырăна хучĕç

Агрослетра ял-сала малашлăхне çамрăксен куçĕпе хаклассине тĕп вырăна хучĕç

Иртнĕ канмалли кун Канашри муниципаллă округăн хастар çамрăкĕсем Тăвай тăрăхне çула тухрĕç. Вĕсем «Упа кĕтесĕ» кану базинче йĕркеленĕ «Ялта чи лайăххисем» иккĕмĕш агрослета хутшăнчĕç. Делегаци йышĕнче ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем тата волонтерсем пулчĕç. Туслă йыша округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов ертсе пычĕ.

Агрослет яланхиллех мероприятисемпе пуян пулчĕ. Канашри муниципаллă округ курава Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи «Мелилотус» кооперативăн пылтан тунă продукцине тата «Пионер» агрофирмăра çитĕнтернĕ тыр пула кăтартрĕ. Хуçалăх ертÿçи Николай Николаев хăнасене хаваспах вĕсен ассортименчĕпе паллаштарчĕ. «Эпир экологи тĕлĕшĕнчен паха продукцие туса илнипе пĕрлех ăна хамăр производствăра та анлăн усă куратпăр», — терĕ вăл хаклав делегацине пылак çимĕçсемпе сăйланă май.

Канаш ен картишĕ ыттисенчен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Шатера кĕрсе курас текенсем мăнаçлă Мăкăр кĕперне сăнарлакан макетăн арлăкĕ айĕпе утрĕç. Тепĕр икĕ арлăкĕ айĕнче курав продукцийĕ вырнаçрĕ. Иртсе çÿрекенсем çак инсталляци умĕнче хаваспах сăн ÿкерчĕксем турĕç.

Агрослетăн тĕп темисене ятарлă лапамсенче сÿтсе яврĕç. Вĕсен ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата республикăн тĕрлĕ ведомство министрĕсем хутшăнчĕç.

«Ял-сала малашлăхĕ: çамрăксен куçĕпе» калаçу уйрăмах пысăк йыш пуçтарчĕ. Ăна регион ертÿçи Олег Николаев тата «Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕ» Пĕтĕм Раççейри çамрăксен общество организацийĕн председателĕ Дмитрий Пекуровский ертсе пычĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Енри ялсенче пурăнакан çамрăксене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан килĕшĕве те алă пусса çирĕплетрĕç. Дмитрий Пекуровский пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Чăваш Республики «Ял-сала валли кадрсем» пилот проектне кĕрĕ.

Канаш ен çамрăкĕсем слетра хăйне евĕрлĕ стильпе уйрăлса тăчĕç, çакна мероприяти йĕркелÿçисем те палăртса хăварчĕç. Пирĕн хастарсем çавăн пекех спорт лапамĕсемпе тĕп сцена çинче те маттур пулчĕç.

Ялта чи лайăххисем килес çулхи агрослета та туслă йышпа хутшăнассине пĕлтерчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *