Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Тыр-пул парка çитĕнет, пысăк тухăç илес шанăç пур

Тыр-пул парка çитĕнет, пысăк тухăç илес шанăç пур

Çулсерен, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, тырă мĕнле шăтнин тĕрĕслевне йĕркелеççĕ. Ака мĕнлерех иртнине хак памашкăн округ администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ятарлă комисси çирĕплетеççĕ. Комисси членĕсемпе пĕрле уйсене хуçалăх ертÿçисемпе фермерсем те пăхса çаврăнаççĕ.

Кăçал çĕр ĕçченĕсем çу уйăхĕн юлашки кунĕнче çула тухрĕç. Туслă йыша округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов ертсе пычĕ. Маршрутпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевçĕсем кашни ял хуçалăх предприятин тата хресчен-фермер хуçалăхĕн уйĕсене çитсе çаврăнчĕç. Ял хуçалăх центрĕн тĕп агрономĕ Марина Алексеева тырă тата пăрçа уйĕсенче тымар чирĕ- семпе сиенлĕ хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине тата çумăрпа вăйлă çил вырттарса сиен кÿме пултарнă лаптăксене шута илчĕ. Çавăн пекех хуçалăхсем калчасене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран хÿтĕлессипе тата анасене çум курăкран тасатассипе ĕçе еплерех йĕркелесе пынипе те паллашрĕ.

Халĕ пулас тухăç патне пысăк яваплăхпа пынă тата çĕр ĕçĕсене технологие çирĕп пăхăнса ĕçленĕ хуçалăхсене асăнса хăварар. Ака ĕçĕсене 600 ытла гектар çинче туса ирттернĕ хуçалăхсем хушшинче комисси Протасов фермерăн, «Цивиль» тата «АСК Канаш» пĕрлĕхсен уйĕсене пысăк хак пачĕ. 600 гектара çитичченхи çĕрпе ĕçленĕ ушкăнра Никонов фермер, «Агат» пĕрлĕх тата «Путь Ленина» хуçалăхсене уйрăммăн палăртса хăварчĕç.

Кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсене çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Акатуй уявĕнче дипломсемпе Кубоксем тата парнесем парса хавхалантарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code