Çемье — кашни çыншăн чи хакли. Туслă та çирĕп çемье çынна телей парнелет, пурăнма вăй-хал парать. Савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайласан, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса алла-аллăн пурнăç сукмакне такăрлатсан умри йывăрлăхсем те хăратмаççĕ. Канаш муниципаллă округĕнче çулсерен Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн нумай çул пĕрле пурăнакан, пуриншĕн те тĕслĕх шутланакан çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ. Кăçал çакăн пек медале Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан Мефодьевсем — Геннадий Александровичпа Ольга Варсонофьевна — та тивĕçрĕç.
Хисеплĕ мăшăр 65 çул пурнăç сукмакĕпе пĕрле утать. Ултă ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Пурне те вĕрентсе кăларса тивĕçлĕ воспитани панă, халĕ мăнукĕсен, мăнмăнукĕсен ăшшипе киленеççĕ.
— Мăшăрăм питĕ лайăх, ылтăн çын. Мана ĕмĕрне те сивĕ сăмах каласа курман. Эпĕ хам та кÿренмелли сăмах калас марччĕ тетĕп ялан. Халь ватăлсан çеç кăшкăракан пултăмăр, хăлха лайăх илтмест те,_ шÿтлет Ольга Варсонофьевна мăшăрĕ çине ăшшăн тинкерсе.
Геннадий Александрович нумай çул Канашри вакун юсакан заводра тимĕрçĕре, электромонтерта ĕçленĕ. Ольга Варсонофьевна ĕмĕрĕпе шкулта физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Унăн ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Вăл вĕрентнĕ ачасем халĕ те шкулти самантсене ăшшăн аса илеççĕ, хисеплĕ педагога ырă сăмахсем каласа тав тăваççĕ. Сăмах май, Варсонофьевсен икĕ хĕрĕ те амăшĕн çулне тăсса педагогикăпа пурнăçне çыхăнтарнă: Татьяна Геннадьевна вырăс чĕлхипе литератури, Людмила Геннадьевна математика вĕрентекенĕсем. Мăнукĕсем те пурте вĕреннĕ çынсем, вĕсем хушшинче физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ те пур.
Мефодьевсене саламласа Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов ырлăх-сывлăх, вăй-хал, иксĕлми телей сунчĕ, медальпе, Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕ. Ăвăспÿрт Кипеч территори уйрăмĕн начальникĕ Владимир Иванов та хисеплĕ мăшăра тата нумай çул пĕрле килĕш- терсе пурăнма, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕ, ку ялта хальччен 65 çул пĕрле пурăнакансем пулманнине палăртса 70 çул çитнине те пĕрле уявласса шаннине пытармарĕ. Вырăнти культура ĕçченĕсем юбилярсене саламласа юрăсем шăрантарчĕç.
Наталья Калашникова