Понедельник, 7 октября, 2024
Главная > Публикации > Пациентсене тĕрлĕ енлĕ сиплеççĕ

Пациентсене тĕрлĕ енлĕ сиплеççĕ

Канаш округĕн тĕп больницинче пациентсене эмелпе кăна мар, техĕмлĕ чейпе тата витаминпа пуян коктейльсемпе те сиплеççĕ. Кун пек методика физиотерапи уйрăмĕнче выртакансене уйрăмах ырă витĕм кÿрет.

Тухтăрсем сиплĕ шĕвеке хатĕрленĕ чухне эмел курăкĕсемпе тата тĕрлĕрен çырлапа анлăн усă кураççĕ. Пациентсем вĕсене ĕçсен хăйсене лайăх туйнине, вăй кĕнине тата кăмăл çĕкленнине калаççĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *