Четверг, 3 октября, 2024
Главная > Публикации > Уявра ачасене катерпа ярăнтарнă

Уявра ачасене катерпа ярăнтарнă

Тинĕс çар флочĕн кунне Асхва ялĕнче службăна çар карапĕ çинче ирттернĕ моряксем кăна мар, ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Епле кĕтмĕн-ха, çав кун унта чăн-чăн уяв ирттереççĕ. Уяв программине çулсерен çĕнĕлĕхсем кĕртсе çынсен асĕнче чылайччен асра юлмалла йĕркелеме тăрăшаççĕ.

Кăçалхи уява асхвасем Раççей морякĕсене асăнса лартнă обелиск умĕнче уçнă. Митинга моряксем кăна мар, ял халăхĕ те йышлăн пуçтарăннă. Ача-пăча пĕве хĕрринче хĕвĕшнĕ. Вĕсене шыв çийĕн чăн-чăн катерпа ярăнтарнă. Кайран кашнине тутлă салтак пăттипе сăйланă.

Çар уявĕсене çакнашкал анлă ирттерни çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк витĕм кÿрет, уява ачасене те йышлăн явăçтарни çитес вăхăтра Асхва тăрăхĕнче моряксен йышĕ тата та хушăнасси иккĕлентермест.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *