Эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Канашри элеваторта пулнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пуçланă пĕлтерĕшлĕ стройкăна вĕçне çитермелли çинчен каланă.
Канашри элеватора çĕршыври улшăну тапхăрĕнче хăпартма тытăннă, тырă калăпăшĕ çитсе пыманран проекта чарса лартнă. Унтанпа вăтăр çул иртнĕ, çак вăхăтра тырă склачĕсемпе линисем кивелнĕ.
Элеватора икĕ çул хушшинче юсаса çĕнетме тата анлăлатма палăртаççĕ. Çакăн хыççăн унăн хăвачĕ 30 процент чухлĕ ÿсĕ. Çĕнĕ хатĕрсем тырра лайăхрах тасатма тата типĕтме май парĕç. Складсенче пĕр харăс 50 пин тонна ытла тырă продукцийĕ упранма пултарĕ.