Понедельник, 14 октября, 2024
Главная > Публикации > Стройка ĕçĕ кал-кал пырать

Стройка ĕçĕ кал-кал пырать

Шăхасан салинче нумай профиллĕ поликлиника çурчĕ çĕкленни çинчен хаçатра пĕрре мар çырса пĕлтертĕмĕр. Çак пысăк калăпăшлă стройкăна пĕлтĕр çулла пуçланă. Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Строительсем хальхи вăхăт тĕлне çуртăн тă-ватă хутне хăпартса çитернĕ, кĕçех ăна стационарпа тÿрремĕн çыхăнтарĕç.

Паянхи куна пулас поликлиникăн тăррине витме пуçланă, фасада капăр сăн кĕртесси те ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Шалта пÿлĕмсене перегородкăсемпе уйăрнă, чÿрече блокĕсене вырнаçтарнă. Рентген тата компьютер томографи- йĕн кабинечĕсене силикат кирпĕчпе хурса тухнă, çакă радиацирен хÿтĕлеме пулăшĕ.

«Халĕ çанталăкăн меллĕ тапхăрĕпе усă курса тулаш ĕçсене туллин пурнăçласа юлма палăртатпăр. Хĕлле шалта сантехника вырнаçтарăпăр, шыв пăрăхĕсемпе ăшăпа тивĕçтерекен сетьсене туртăпăр»,- каласа парать участок начальникĕ Рафис Хаматов.

Сăмах май каласан, ачасене те çак корпусрах йышăнĕç.

«Ачасене медицина пулăшăвĕпе хăтлă мелпе тивĕçтерĕç. Поликлиникăра пепкесене çитерме ятарлă вырăн уйăрĕç, регистратура та çĕнĕлле ĕçлĕ», — паллаштарать тĕп тухтăрăн çумĕ Мария Дьячкова.

Поликлиника пĕр сменăра 500 çынна йышăнма пултарĕ. Ăна хута ярсан çынсем пур тухтăр патне те пĕр вырăнта лекме пултарĕç, стационара ятарлă переходпа куçса çÿрĕç.

— Вăхăт иртнĕ май медицина технологийĕ, сиплев практики тата инфраструктура улшăнса аталанса пыраççĕ. Патшалăхăн тĕллевлĕ программи килес çул Канаш тăрăхĕнче

нумай профиллĕ сиплев çуртне хута яма май парĕ. Çынсем унăн ырă витĕмне кĕске вăхăтра туйса илессе шанса тăратăп, — палăртать сиплев çурчĕн ертÿçи Сергей Шерне.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *