Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Ĕç тупма пулăшнă

Ĕç тупма пулăшнă

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр «Демографи» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хулара пурăнакан 75 çынна хушма пĕлÿ илме пулăшнă. Вĕсенчен вуннăшĕ ĕç шыракансем пулнă, пиллĕкĕшĕ ятарлă курссем вĕçленсен тÿрех çĕнĕ ĕç вырăнне тухнă.

Çак йыша нумай ача ашшĕ Артем Яблочкин та лекнĕ. Маларах вăл суту-илÿ представителĕнче тăрăшнă, квалификацине ÿстернĕ хыççăн тĕп менеджер должноçне йышăннă. «Ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕ калаçу вăхăтĕнче малашлăх çул-йĕрне палăртма пулăшрĕ. «Финанс менеджерĕ» программăпа курс тухнă хыççăн мана малтан хам ĕçленĕ организацирен шăнкăравларĕç, çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерчĕç», — тет патшалăх пулăшăвĕпе хăйĕн квалификацине ÿстернĕ арçын.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *