Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Анне — пурнăç илемĕ

Анне — пурнăç илемĕ

Аннесен кунĕнче Мăкăр ялĕнче пурăнакансем яланхиллех туслă йышпа пуçтарăнса уяв йĕркелерĕç. «Анне — пурнăç илемĕ» уяв программине Мăкăр ялĕнчи клуб заведующийĕ Вероника Иванова уçрĕ, пуçтарăннисене чун-чĕререн саламларĕ. «Туслăх» фольклор ушкăнĕ куракансене хăйсем çĕлесе тĕрленĕ чăваш тумĕпе, чăн чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Ялта пурăнакансемпе хуларан уява килсе çитнĕ хăнасем кашни номере хĕрÿллĕн алă çупса йышăнчĕç. Сцена çине çав кун Надежда Силпи сăвăç та тухрĕ. Хăйĕн çепĕç чĕлхипе куракансене тыткăнларĕ, хавас кăмăл парнелерĕ.

Надежда Никитична концертăн пĕрремĕш пайĕнче куракансене «Аннеçĕм эсĕ пурăнсан», «Чечеклен савнă ен», «Анне чи хакли», «Юрату çеçке çурчĕ» тата ытти сăвăсемпе паллаштарчĕ. Концертăн иккĕмĕш пайне салтаксен амăшĕсене халалларĕç. Надежда Силпи асăннă тематикăна тĕпе хурса куракансене «Хăçан вĕçленĕ вăрçă шавĕ;», «Хамăрăннисене пăрахмаççĕ», «Ан пултăр вăрçă нихăçан» çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ.

Аннесем, асаннесемпе кукамайсем куççулĕсене шăлса кăмăлĕсене хытарчĕç. Сăвăсен авторне паянхи кунпа çыхăннă чун-чĕрене хускатакан йĕркесемшĕн ăшшăн алă çупса тав турĕç.

Уяв каçĕнче савăнăçлă самантсем те чылай пулчĕç. Шкул урамĕнчи хăтлă кил-çуртра пурăнакан Николаевсем пĕрлешни кăçал 60 çул çитрĕ. Гаврил Алексеевичпа Мария Алексеевнăна ял халăхĕ тăвăллăн алă çупса сцена çине кăларчĕ. «Туслăх» фольклор ушкăн ертÿçи Вероника Иванова «Брильянт» туйне паллă тăвакансене иксĕлми вăй-халпа телей, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунчĕ. Юбилярсене чĕрĕ чечек çыххи тата тăван тавралăха сăнлакан картина парнелерĕç.

Николаевсем — ялти сумлă çемьесенчен пĕри. Гаврил Алексеевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Канаш» кохозра тĕп зоотехник пулса ĕçленĕ. Районăн экономикипе пурнăçне аталантарас енĕпе пысăк вăй хунă. Мария Алексеевна ялта фельдшерта ĕçленĕ, пин-пин çын сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăнă, чирлисене сиплесе ура çине тăратнă. Николаевсем икĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ.

Уяв çавра сĕтел хушшинче аннесем хăйсем пĕçерсе килнĕ тутлă кукăльсемпе сăйланнипе тата ал-ĕç ăстисен куравĕпе паллашнипе вĕçленчĕ. Хуларан ятарласа уява килсе çитнĕ хăнасем, çак йышра Любовь Павлова та пулчĕ, концертсем хыççăн çавра сĕтел хушшинче вĕри чей ĕçме «Туслăх» ушкăна термо чейник парнелерĕ.

Вероника ИВАНОВА

Мăкăр ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *