Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Анне çĕр çинче чи хакли тата чи пахи

Анне çĕр çинче чи хакли тата чи пахи

«…Тĕнчере ăшши çук хĕвелрен,

Çут шевле вăл сапать тÿперен.

Пурнăçра пахи çук аннерен,

Вăл ÿстернĕ пире пĕчĕкрен…»

Аннесен кунне халалланă чи ăшă та илемлĕ уяв Канашри музыка шкулĕнче те иртрĕ. Унта çемье ансамблĕсем савăнăçлă концерт лартса пачĕç.

Çак уява эпĕ те хутшăнтăм. Музыка шкулĕнче манăн хресна ывăлăм Родион Долматов баянпа калама вĕренет. Вăл амăшĕн çулĕпе каять теме пулать, кĕвве-юрра ачаранах çав тери кăмăллать, спортпа та туслă. Йĕкĕреш пиччĕшĕсем Данилпа Ярослав нумаях пулмасть кăна салтак атти тăхăнчĕç, вĕсен çар служби танкистсен ротинче иртет.

Родион та пиччĕшĕсем пекех Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçи пулма ĕмĕтленет, вăхăт тупса хăйне пур енлĕ аталантарма тăрăшать. Хальлĕхе вăл пиллĕкĕмĕш класа çÿрет.

Амăшĕ Вероника Долматова Канашри 8-мĕш шкулта музыкăна вĕрентет, юрра-ташша маттур. Пушă вăхăт тупăнсанах «Туслăх» фольклор ушкăна çÿрет. Çавăнпа çак уява хутшăнма манăн сăлтавĕ те пысăк пулчĕ.

Музыка шкулĕнче йĕркеленĕ Аннесен кунĕ Чăваш тĕррин уявĕпе пĕр килчĕ. Çавăнпа пирĕн туслă çемье çак уявсене тата та илемлĕ-рех туса ирттерме шут тытрĕ.

Эпир, Вероникăсем, тата пулăшу ушкăнĕнчи Надежда Силпи сăвăç куракансене чи малтанах чăваш тумĕпе паллаштарса тыткăнларăмăр. Чи илемлĕ те кăсăклă саманчĕ «Çурхи вăрманта» юрра шăрантарни пулчĕ. Виççĕн харăсах музыка инструменчĕсемпе выляса (эпĕ — хут купăспа, Родион тата амăшĕ — баянсемпе) юрларăмăр.

Надежда Силпи уява пухăннисене хăйĕн çепĕç чĕлхипе чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласа пачĕ, куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕ. Ачасем валли пичетлесе кăларнă çĕнĕ юрăсен кĕнеки музыка шкулĕшĕн уяв парни пулчĕ.

Палăртса хăварма кăмăллă, асăннă уява музыка шкулĕнче вĕренекен кашни ачан амăшĕ хутшăнчĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, кун-çути парнеленĕ пепкисене хавхалану парса ĕмĕчĕсене çунатлантарчĕ.

Вăрттăнлăх мар, амăшĕ çумра пулсан пур ĕç те ăнăçать, чир-чĕр сирĕлет, ĕмĕт те çунат хушать.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *