Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Ивановсен «Туслăх» çемье ансамблĕ — юрă-ташă пултарулăхĕн çĕнтерÿçи

Ивановсен «Туслăх» çемье ансамблĕ — юрă-ташă пултарулăхĕн çĕнтерÿçи

Çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2024 çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе йышăннă. Асăннă çулталăк старт илчĕ те ĕнтĕ.

Республикăра, уйрăмах культура учрежденийĕсенче, асăннă çулталăка халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Палăртнă кăна мар, Çемье çулталăкне уçнă та. Шăпах çак пĕлтерĕшлĕ те савăнăçлă уява çитсе курма мехел çитертĕм те çак кунсенче.

Уявĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ачасен музыка шкулĕнче иртрĕ. Палăртма кăмăллă, 2012 çултах ачасен музыка шкулĕ культурăпа искусство сферинче инноваци проекчĕсене çирĕплетес тата тĕрев парас енĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн Грантне çĕнсе илнĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăннă тата культурăпа педагогика сферинче вăй хунă май, асăннă шкула çитсе унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, тĕл пулусем ирттерме вăхăт тупрăм.

Асăннă мероприяти çĕнĕ çулталăка уçакан пĕрремĕш савăнăçлă уяв пулчĕ. Савăнăçа вулакансемпе пайлама сăлтавĕ те пысăк. Музыка шкулĕн-че пултаруллă çемьесен ушкăнĕнче «Эсĕ тата эпĕ — музыкăна юратакан çемье» фестиваль иртрĕ, ăна хула шайĕпе кăçал 15-мĕш хут йĕркелерĕç.

Асăннă фестивале хутшăнма пирĕн ентешсем те тивĕç пулчĕç. Вĕсем — Ивановсен «Туслăх» çемье ансамблĕ. Мăкăр ялĕнче пурăнаççĕ. Асăннă çемьене Вероника Иванова ертсе пычĕ. Çемье пуçĕ — Геннадий Васильевич, аслă ывăлĕ — Дмитрий (çанталăка пула вĕсем яваплă ĕçре пулнă, çавна май уява хутшăнаймарĕç). Димăн мăшăрĕ Надежда Валерьевна тата, паллах, йĕкĕреш хĕрĕсем — Таяпа Маша тата Давид ывăлĕ сцена çине тухрĕç.

Вĕсем пурте музыка шкулне ха- васпах çÿреççĕ. Фольклор искусствин вăрттăнлăхне тĕпчеççĕ, музыка инструменчĕсем çинче калама пултарулăхне туптаççĕ. Тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.

Ивановсен ушкăнĕнче пулма тата куракансене хамăн пултарулăхпа савăнтарма мана та тÿр килчĕ. Вероника Ивановăпа эпир тахçантанпах туслă, çавăнпа йыхрав илсессĕ- нех мăнуксене пулăшма хаваспах çитрĕмĕр.

Музыка шкулĕнчи класс ертÿçи Алена Моряшова та шăпах асаннен пултарулăхне те шута илсе «Çăлтăрсене» фольклор енĕпех хатĕрленĕ. Сцена çинче чăваш юрри-ташшипе, такмакĕсемпе куракансене тыткăнларăмăр.

Палăртса хăварма кăмăллă, Вероника Ивановна пултаруллă çемье ушкăнне ятарласа чăваш тумĕ çĕлесе-тĕрлесе тăхăнтарчĕ. Уявра куракансене хут купăс каласа савăнтарчĕ, чунĕсене тыткăнларĕ.

Залра чăваш кĕвви янăраса кайсассăнах пурте тăвăллăн алă çупрĕç, мĕн юрă-ташă вĕçленичченех пире ăшшăн хавхалантарчĕç. Уявран пурте тулли кăмăлпа таврăнтăмăр.

Ивановсен çемйи юрра-ташша кăмăллакан чи пултаруллă çемье ята тата Диплома тивĕçрĕ.

Пире савăнăç парнеленĕшĕн уяв йĕркелÿçисене тата мăнуксен педагогне Алена Робертовнăна пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр.

Мăнуксене — пулас çемье тĕрекĕсене, чун уççисене — вĕренÿре тата пултарулăхра ăнăçупа çитĕнÿ, çирĕп сывлăх сунатпăр. Пухмачра çĕнтерÿçĕ дипломĕсемпе медальсем йышлансах пыччăр вĕсен.

Юрра-ташша юратакан çемьесен ушкăнĕ округра татах та йышлантăр, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарсах тăччăр.

Надежда Степанова

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *