Çĕршывра пластик савăтсен пăккисене пуçтарассипе «Ырă пăкăсем» экологи акцийĕ пырать. Унта пирĕн ентешсем те çулсеренех хастар хутшăнаççĕ.
Ял-салара пурăнакансем пăкăсене Шăхасанти культура çуртне пырса параççĕ. Пысăк парти пуçтарăннă хыççăн вĕсене ятарлă завода ăсатаççĕ. Пластика иккĕмĕш пурнăç парнеленĕшĕн панă укçана волонтерсем ыр кăмăллăх фондне хываççĕ. Фонд унпа сусăр ачасем валли ятарлă хатĕр туянать, çемьесене адреслă пулăшупа тивĕçтерет.
«Ырă пăкăсем» акци çавăн пекех тăван тавралăха тасалăхра тытма та май парать.
Аса илтеретпĕр, асăннă ыр кăмăллăх акцийĕ Раççейре 2016 çулта старт илнĕ. Ăна «Тăлăх ачасене пулăшакан волонтерсем» ыр кăмăллăх фончĕ тытса пырать. Пуçтарăннă укçапа вăл усрав çемьесенче çитĕнекен сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене пулăшать.