Çанталăк ăшăтса пырать. Кĕçех уй-хирпе пĕрле вăрмансемпе парксем те юртан тасалĕç.
Вĕсене ешĕл сăн çапиччен пушар тухас хăрушлăх çивĕч тăрĕ. Çавна май Чăваш Енре ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли тапхăр вăя кĕнĕ. Çитес эрнере, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ пуçланĕ. Çак çивĕч вăхăтра посадка çывăхĕнчи уйсенче типĕ курăка çунтарма, вăрманта кăвайт хума юрамĕ.
Вăрмансенчи лару-тăрăва тÿперен сăнаса тăма вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсене пилотсăр вĕçев хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Çакнашкал БПЛАна Канаш тăрăхĕнче те кĕтеççĕ, унăн пулас операторне пĕлтĕр вĕрентсе хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Кăçал лесничествăра вăрман авиаторĕсен йышне тата та ÿстерес тĕллевлĕ.
Владимир ГЛУХОВ,
Канашри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ