Четверг, 10 октября, 2024
Главная > Публикации > Глэмпинг патне туртăнаççĕ

Глэмпинг патне туртăнаççĕ

Канаш тăрăхĕнчи «Цивилизация» эко-гостиница комплексăн стройки кунран-кун вăй илет. Çак ÿсĕме Чăваш Енри экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн телеграм каналĕнче те палăртса хăварнă.

Черетлĕ постра «А-фрейм» стильпе тунă çуртсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Вĕсене «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» Наци проекчĕпе çĕкленĕ. Дмитрий Краснов министр Раççей турисчĕсем юлашки вăхăтра глэмпинг патне туртăннине, çитес вăхăтра хăнасем кăна мар, Чăваш Енре пурăнакансем те хăйсен канăвне шыв хĕрринче, ту аййкинче тата йывăçсем çинче вырнаçнă хăйне евĕрлĕ çуртсенче йĕркелеме пултарассине асăнса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *